Теччӗ чăвашӗсен ертӳçи 70 çул тултарчӗ
Теччӗ районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Володар Аркадьевич Тимофеев Чăваш халăх поэчӗпе Петр Петрович Хусанкайпа пӗр кунра çуралнă. Унăн та паян юбилейӖ саламлатпăр!
Володар Аркадьевич Тимофеев Теччӗ районӗн Чăваш наципе культура центрӗнче 2008 çултанпах. Тăрăшулăхӗпе хастарлăхне, тăван халăха юратнине кура обществăлла ӗçре тăрăшакан ӗçтешӗсем ăна 2013 çулта пӗр саслăн пулса Теччӗ муниципаллă районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçине суйларӗç. Ертӳçӗ тилхепине тытнă пӗрремӗш кунранах вăхăтне хӗрхенмесӗр тата тӗп ӗçне пăхмасăр обществăлла ӗçре ырми-канми тăрăшать.
Володар Аркадьевич Теччӗ çынниех, И.Я. Яковлевпа вӗсем иккӗшӗ те кăннакушкисем. 1952 çулхи январӗн 22-мӗшӗнче çуралнă. Ашшӗпе амăшӗ мӗн пӗчӗкрен ӗçе хăнăхтарса ӳстернӗрен-ши ӗç çулне 15 çултах пуçланă, тăван ялти Ленин ячӗллӗ колхозра ӗçленӗ. Салтакран килсен те телей шыраса аякка кайман. Тăван колхозрах ӗçе малалла тăснă, çав вăхăтрах Хусанти ял хуçалăх институтӗнче экономист-организатора вӗренсе тухнă. Алла диплом илсен Ленин ячӗллӗ колхозрах пай пуçлăхӗ пулса ӗçленӗ.
Пултаруллă çамрăка кӗçех район та асăрханă: 1978 çулта Теччӗ район Канашӗн ӗçтăвкомӗн план комиссийӗн ертӳçине, 1982 çулта Районти халăхăн йăла ыйтăвӗсене тивӗçтерекен управленийӗн директорне лартнă. 1995 çулта хăй ӗçне йӗркеленӗ.
В.А.Тимофеев ЧНКЦ председателӗн тивӗçне пурнăçлама тытăннăранпа Канашăн чăваш халăхӗн йăли-йӗркипе культурине сыхласа хăварса аталантарас, районти ялсенче пурăнакан чăвашсене чăмăртас енӗпе ӗçӗ самай хастарланчӗ. 2014 çулта, тӗслӗхрен, Володар Аркадьевич пуçарăвӗпе Кăнна Кушкинчи шкул çумӗнче Тутарстанри чăваш ачисем валли çуллахи лагерь ӗçлерӗ. 200 пин тенкӗ хăй укçине тăкакларӗ вăл çак сăваплă ӗç çине. Çав çулах халăх ыйтнипе ытти предпринимательсемпе пӗрле тăван ялта мемориал комплексне (унта И.Я.Яковлев çуралнă вырăнти часавай та кӗрет) тума пулăшу панă.
Обществăлла организацин ертӳçи хăйӗн ентешӗн И.Я.Яковлевăн ятне ӗмӗрлӗхе хăварас, халалӗсене пропагандăлас ӗçе хастар илсе пырать. Теччӗри Чăваш наципе культура центрӗ Тутарстан, Чăваш Ен культура министерствисемпе, ТР Халăхсен ассамблейипе, Чăваш наци конгресӗпе тата ТР ЧНКАпа пӗрле И.Яковлевăн 160, 165, 170 çулхи юбилейӗсене Кăнна Кушкинче анлăн паллă турӗ.
Володар Аркадьевич тăван чăваш чӗлхине упраса хăварас ыйтăва та пысăк тимлӗх уйăрать. Хальхи вăхăтра Теччӗри 7 шкулта тăван чӗлхепе литературăна вӗрентеççӗ. ЧНКЦ çуллен апрель уйăхӗнче Чăваш чӗлхи кунне шкулсенче уявлама хутшăнать. Çаплах паллă ентешсен Александр Алкан, Иоаким Максимов-Кошкинскин, Тихăн Петӗрккин, Александр Тимпайăн, Серте Мишшин, Николай Сорокинăн юбилейӗсене паллă тăвассине те йăлана кӗртнӗ.
Вăл пуçарнипе район чăвашӗсем Çармăс тата Аслă Ăнă ялӗсенче – Çăварни, Чăваш Чакăлтăмӗнче – Çимӗк, Кăнна Кушкинче Чӳклеме ирттерчӗç. Теччӗ хулинчи «Шуçăм», Çӗньял, Чăваш Чакăлтăмӗ, Çармăс, Пухтел, Кăнна Кушкинчи Культура çурчӗсен çумӗнче йӗркеленнӗ пултарулăх ушкăнӗсем çак уявсен илемӗ. Çăварнири «Теччӗ шевлисем» фестивальте вӗсем пултарулăх кăтартасси çирӗп йăлана кӗчӗ.
Володар Аркадьевич ырă кăмăллă, тарават çын. Ӗçтешсемпе хисеплесе калаçать, пӗр çынна та тимлӗхсӗр хăвармасть. Пурнăç çине шанса пăхнипе хисеплеççӗ те ăна ӗçтешӗсем, район, хула ертӳçисем, район халăхӗ. Район канашӗн депутатне те пӗрре мар суйланă ăна, мӗншӗн тесен районăн социаллă экономика ыйтăвӗсене татса пама хастар хутшăнать. Районăн бюджетпа предпринимательство комиссийӗн председателӗн çумӗ те, район Канашӗн президиумӗн пайташӗ те вăл.
Обществăлла ӗçе вăл тӗп ӗçне кансӗрлемесӗр илсе пыма ӗлкӗрет. Районти чи ăнăçлă ӗçлекен предпринимательсенчен пӗри шутланать. Тен, çавăнпах пуль акă ӗнтӗ нумай çул районти предпринимательствăпа пӗчӗк харпăрлăха аталантаракан канашăн председателӗ.
Районти чăвашсен культурăллă пурнăçне лайăхлатассипе малашнехи планӗсем пысăк унăн, пурнăçа кӗртме кăна Турри пулăштăр тата хăйӗн мехелӗ çиттӗр. (Альбина ХАРИТОНОВА.
Теччӗ районӗнчи ЧНКЦ хастарӗ. В.Тимофеев архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев