Тимушкелсене 500 пин тенкӗлӗх сертификат
Тунтикун, октябрӗн 28-мӗшӗнче, Хусанти Г.Тукай ячӗллӗ Тутар патшалăх филармонийӗнче «Чи лайăх ял клубӗ тата ялти Культура çурчӗ – 2019» республика конкурсне пӗтӗмлетрӗç.
Ялсенчи чи аван культура учрежденине суйласси виçӗ тапхăрпа иртнӗ: муниципаллă, зонăри тата республика шайӗнче. Тутарстанри 1762 клубпа Культура çуртӗнчен финала 35-шӗ тухнă. Конкурс комиссийӗн пайташӗсем ялсенчи культура вучахӗсене 17 критерипе хакланă – техника енчен лару-тăру еплерех пулнине те, тӗрлӗ мероприятисем ирттерес тăтăшлăха та, клубра кружоксем пуррипе çуккине те, халăхăн тата вырăнти йăла-йӗркесене упранине те шута илнӗ. Конкурсантсем хăйсен номинацийӗсемпе килӗшӳллӗн номерсем хатӗрлесе хăтлав ирттерчӗç.
Çӗнтерӳçӗсен шутне кам лекни юлашки самантчен тенӗ пек паллă пулмарӗ. Мӗншӗн тесен вăйлисем çав тери нумайăнччӗ. Чи лайăххисен йышне кăçал чăваш ялӗсенчи культура вучахӗсем те лекрӗç. Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнчи Культура çурчӗ «500 ытла çын пурăнакан ялти Культура çурчӗ» номинацире 1-мӗш вырăна тивӗçрӗ. Унăн директорне Полина Мулеевăна 500 пин тенкӗлӗх сертификат парса чысларӗç. Кӗçӗн Сӗнчелӗнчи Вера Уканеева ертсе пыракан клуб вара кăçалхи конкурсра «Йăла-йӗркене упракансем» номинацин дипломанчӗ пулса тăчӗ.
Полина Анатольевнăпа Вера Викторовна хăйсен çитӗнӗвӗшӗн Аксу районӗн культура уйрăмӗпе Культура çуртне тав тăваççӗ. «Ертӳçӗсем тӗрев парсан темле пысăк çитӗнӳ те тума пулать», – теççӗ. Çӗнтерӳшӗн тивӗçнӗ укçа-тенкӗ вара чăваш ялӗсенчи культура пурнăçне тата та интереслӗрех, пуянрах тума пулăшӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев