Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Тӗп санитари врачӗ М.Патяшина: «Эпир масарсене хупмастпăр»

Çимӗк вӗт вăл чăвашсемшӗн калама çук пысăк пӗлтерӗшлӗ пулăм. Хăшӗ-пӗри Çӗнӗ çула та ун пекех кӗтмест-тӗр. Çемйи-çемйипе пухăнса килеççӗ вӗт унта. Ял халăхӗ мӗнпе сывланине Çимӗкре курма пулать: камăн мӗнле машина, арăм, ачасем...

Эпӗ пӗлтӗр Çимӗкре пулаймарăм. Сасартăк урăх регионта ӗç сиксе тухрӗ те, каймалла пулчӗ. Çул çинчи кафере ваттисене асăнса çиме тиврӗ кăнтăрла апатне. Мӗн тăвăн? Каçарччӗр... Каярах тăвансенчен ыйтса пӗлтӗм, масар çине юлташ-пӗлӗшсенчен кам-кам килнине, мӗн калаçнине тата ытти те.

Нумайăшӗ шухăшлать пулӗ: «Каймалла-ши кăçал Çимӗке?» – тесе. Çӗнӗ чир алхасма чарăнманни те хăратать. Чăваш ялӗсенче те тупăнкалать-çке вăл. Паллă ӗнтӗ, чирлӗ, хăйне япăх туякан çын çула тухмасть. Анчах та этем хăй чире ертнине сисмесӗрех ăна масар çине илсе килчӗ пулсан? Мӗнле кăна хуларан, ялтан килмеççӗ те Çимӗке çынсем. Хăшӗсем пӗр кунра виçӗ масар çинче те пулса курма ӗлкӗреççӗ. Камран-тăр инфекци ертсен вӗçне тупса пӗтереетни? Масар алăкӗ патӗнче градусникпа сыхласа тăраймастăн вӗт.

Тепӗр енчен, нумай пулмасть тăванӗсене çухатнă çынсене те ăнланма пулать. Мӗнле тытса чарайăн амăшне е ашшӗне пыратнă ывăлӗ-хӗрне?
ТР Тӗп санитари врачне Марина Патяшинăна паянхи брифингра ятарласа кун пирки ыйту патăмăр.

Марина Александровна, Тутарстан Министрсен Кабинечӗ майăн 6-мӗшӗнчен масарсене кӗрсе çӳреме ирӗк панă. Чăваш Республикин кăнтăр районӗсенче çывхаракан Троица умӗнхи Çимӗке ирттерме чарнă, масарсене кӗртмеççӗ. Пирӗн республикăра чарусем пулмаççӗ-и çак уяв умӗн?

Çук. Эпир масарсене хупма палăртмастпăр. Масар общество вырăнӗ шутланать, унта маскă тата перчетке тăхăннă пулсан, çынсен кӗрсе çӳреме юрать. Малашне чиркӳсемпе мечӗтсенчи службăсене те пӗчӗккӗн çынсене кӗртме шутлатпăр эпир. Обращенисем нумай килеççӗ. Санитари нормисене пăхăнмалли, çынсен шутне чакармалли йӗркене хатӗрлесе çитерсен вăл режима та çемçетӳсем пулӗç.

Мӗнех. Санитари врачӗ хурав пачӗ. Чăнласа ăнланать-и вăл лару-тăрăва е çук-и, калама хӗн. Пӗтӗмлетӳсене хăвăрах тăвăр. Çакна кăна манмалла мар, Тутарстанри коронавирус инфекцийӗпе кăтартусене ӳстернӗ 12 район шутне Чăваш Енпе чикӗллӗ Пăва, Çӗпрел, Апас районӗсем те кӗреççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев