Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТӲРРӖН КАЙНĂ...

Вырсарникун çӗрле Хусанти Залесная урамӗнче 40-ри арçынна Fiat машина вилмеллех çапса хăварнă. 37-ри водителӗн айăпӗ çук. Çул-йӗр правилине пăсман вăл, сехетне 50 çухрăм хăвăртлăхпа кăна пынă. 40-ри арçын вара юраман вырăнта сасартăк çул çине сиксе тухнă. Инçех те мар çӗр айӗнчен каçмалли ятарлă вырăн пуррине пӗлсе тăрсах ун патне утма ӳркеннӗ ахăр. Иртен-çӳренсем вăл ӳсӗр пулнине калаççӗ.

ÇӖЛЕН СĂХНĂ

Çырчаллинче пӗр кăмпаçа çӗлен сăхнă. Алли çийӗнчех шыçса кăвакарнă та хытă ыратма тытăннă ун, ӳт температури хăпарса кайнă. Арçынна больницăна реанимациех леçме тивнӗ. Телее, сывă. Хальхи вăхăтра тухтăрсен тимлӗхӗнче пулнине хыпаралать «Челнинские известия» хаçат. Кăмпаçăсене вăрмана ӳте хуп­лакан тумпа, урана атă тăхăнса каймаллине аса илтереççӗ. Патакпа йывăçсене шаккаса сасă кăларса пыма тăрăшмалла. Енчен те çӗлен сăхрех пулсан, сурана тăрă шывпа çуса çыхса ямалла. Шыв нумайрах ӗçме тăрăшмалла, май пур таран хăвăртрах больницăна васкамалла. 

 

 

АЧИНЕ ХӖНЕНӖ  АННЕНЕ 4 ÇУЛА ХУПНĂ

Пăрахса кайнă савнине тарăхнипе унран тăван çулталăк çурăри хӗрачине хӗнесе футболка тата подгузник вӗççӗн сивӗ балкона кăларса тăратнă аннене çак кунсенче суд 4 çула тӗрмене лартма приговор йышăннă. Аса илтеретпӗр, ӗç-пуç 2022 çулта ноябрь уйăхӗнче пулнă. Хăй хăтланăвне хӗрарăм: «Пӗртен-пӗр ачу вилет ав, пытаратăп та ун вилтăпри çине çӳрекен пулан!» – текен комментарипе видео ӳкерсе арçыннине ярса панă. Интернетра хăвăрт сарăлнă видеоролика йӗрке хуралӗ тӳрех асăрханă. Хӗрарăм енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă. Хăй айăпне халӗ те йышăнмасть, ачисене хӗнемест иккен вăл, çав вăхăтра мӗн пулнине кăна ăнлантараймасть.

 

Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев