Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан вӗрентекенӗсем Раççейри «Çул çинчи хăрушсăрлăх никӗсӗсене вӗрентессипе чи лайăх педагог» конкурсăн финалне лекнӗ

Çак конкурсăн тӗллевӗсен шутне чи лайăх педагогсене палăртасси çеç мар, çӗнӗ формăсемпе практикăсене, инноваци опытне трансляцилесси те кӗрет.

Татьяна Калмыковăпа Гульназ Мухаметгалиева ЮИДовецсене Анат Камăри ачасен автохулинче вӗрентеççӗ. Вӗсен воспитанникӗсем çул-йӗр хăрушсăрлăхӗпе иртекен интернет-олимпиадăсенче тата республика конкурсӗсенче призлă вырăнсем йышăнаççӗ. Çапах та чи пӗлтерӗшли – ачасен пурнăçӗсене упраса хăварни. Кашни ача вӗт çулсемпе çӳрет, уйрăмах хулара. Çавăнпа та учитель яваплăхӗнчен унăн сывлăхӗпе пурнăçӗ килет.   

Тутарстан конкурсанчӗсене пӗтӗмлетӳ тапхăрӗнче ăнăçу сунатпăр. Вӗсен тăрăшăвӗпе хастарлăхӗ тивӗçлӗ хакланасса шанатпăр.

ТР ШӖМ-ӗн Патшалăх автоинспекцийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев