Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанран ăмăртăва 154 çын хутшăнӗ

Октябрӗн 26-мӗшӗнче Хусанти суту-илӳпе экономика техникумӗнче Тутарстан Республикин сборнăйне кӗрекенсемпе ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин тӗл пулнă.

Çак сборнăй сывлăхӗ хавшанă çынсем тата инвалидсем хушшинче иртекен профессионаллă маçтăрлăхăн «Абилимпикс» чемпионатне хутшăнӗ. Вăл октябрӗн 28-31-мӗшӗсенче Мускавра иртет. Тутарстанран «Абилимпикса» 38 компетенципе 154 конкурсант хутшăнӗ. Ăмăртура пурӗ 40 компетенци. Финала тӗрлӗ регионтан 399 шкул ачи, 411 студент, 316 специалист хутшăнӗ.
Наци чемпионачӗн финалӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе 40 çӗнетерӳçӗн ячӗ паллă пулӗ, çав шутра информаци технологисем, услугăсен сфери, апатлану, медицина, промышленность, декоративлă искусство, пултарулăх, экономика тата финанссем тӗп направленисемпе те.

Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин сайтӗнчен

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев