Тутарстанри 144 пин ытла çын килте сасăланă
Сасăлава хутшăнакан мӗн пур участока кирлӗ чухлӗ хӳтӗлев хатӗрӗпе тивӗçтернӗ, – тесе ӗнентернӗ журналистсене ТР Тӗп сулав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев
Ӗнерхи куна Тутарстанра 1 миллион та 162,5 пин çын Конституцири тӳрлетӳсемшӗн сасăласа ӗлкӗрнӗ тесе пӗлтерет ТР Тӗп суйлав комиссийӗн пресс-службинче.
Пурӗ Тутарстанра 2,9 миллион çын хăйӗн сассине пама пултарать. Сасăлав июнӗн 25-мӗшӗнче пуçланнă.
Пӗрремӗш хут граждансем уçă сывлăшра сасăлама пултараççӗ – çакнашкал участоксене ятарлă автобуссенче тата палаткăсенче йӗркеленӗ. Кун пек сасăлав меслечӗпе 92 пин те 430 çын усă курнă.
Республикăра 427 суйлав участокне çурт çывăхӗнчи территорисенче уçнă. Вӗсем мӗнлерех ӗçленине участокри суйлав комиссийӗсем пӗлтерсе тăраççӗ. Вӗсем июнӗн 30-мӗшӗнче хупăнни çинчен те манмалла мар – июлӗн 1-мӗшӗнче плебисцитăн тӗп кунӗнче – стационарлă суйлав участокӗсенче кăна сасăлама пулать.
Суйлав участокне пырайман Тутарстан çыннисем патне суйлав комиссийӗн пайташӗсем килне пыраççӗ. Килти сасăлав меслечӗпе июнӗн 28-мӗшӗ тӗлне 144 пин те 801 çын усă курнă. Участокри суйлав комиссийӗсенче килте суйлас килни пирки ыйтса çырнă заявленисене июлӗн 1-мӗшӗнчи 17.00 сехетчен йышăнаççӗ.
«Сасăлав Роспотребнадзор санитари хăрушсăрлăхӗ пирки панă мӗн пур рекомендацийӗсене пăхăнса иртет. Сасăлава хутшăнакан мӗн пур участока кирлӗ чухлӗ хӳтӗлев хатӗрӗпе тивӗçтернӗ, – тесе ӗнентернӗ журналистсене ТР Тӗп сулав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев, – Эпир санитари нормисене пăхăннине çирӗп тӗрӗслетпӗр, кашни кун координаци канашлăвӗсем ирттеретпӗр. Пӗтӗмраççейри сасăлав Тутарстанра хăрушсăрлăхра иртет».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев