Тутарстанри ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ ӗçсӗрлӗх пирки хăйӗн шухăшне пӗлтернӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ ӗçсӗрлӗх пирки хăйӗн шухăшне пӗлтернӗ

Эльмира Зарипова сăмахӗсемпе, маларах суту-илӳре, банксенче тăрăшнисем, страхлакансем ӗç шыраççӗ

«Туса кăларакан промышленность, строительство, транспорт сфериснече эпир ӗçлекен çын нумайланнине палăртма пултаратпăр. Çав вăхăтрах ӗçсӗррисен хушшинче маларах лавкасенче ӗçленӗ çынсене ытларах хисеплеме пуçларăмăр», - тесе пӗлтернӗ ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин ертӳçи.

Пӗтӗмӗшле илсен Тутарстанра хальхи вăхăтра регистрациленнӗ ӗçсӗрлӗх историри минимум шайӗнче – 0,49%. «Ку вăл 9900 çын, пирӗн вакансисен шучӗ çитмӗл пине яхăн. Çакнашкал лару-тăру ӗç ресурсӗсен дефицичӗ пирки калать», – тесе палăртнă профильлӗ министерствон ертӳçи.


Нет комментариев