Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстансем цифра телевиденийӗпе кăмăллă

Хăш-пӗр ватă çын çеç кивӗ телевизорӗ çинче иртенпе каналсене çавăрать

Ӗнетрен Тутарстан пӗтӗм Раççейпе пӗрле цифра телевиденийӗ курать. 
Çынсем экранри лайăх, паха ӳкерчӗкпе кăмăллă. 
Çапах нумай каналлă передачăсемпе тивӗçтерекен çăлкуçсем çине ял-хуласенче тахçанах куçма тытăннă. Ялта кабель телевиденийӗ те анлă сарăлнă, спутник тарелкисем те кил урлă тенӗ пекех. 
Çапах 20 канал «парнелекен» цифра реформине патшалăх пуçланипе, çак ӗçе хыпар хатӗрӗсем питӗ анлă çутатрӗç. Çав шутра пирӗн хаçат та.
Айăп ан тăвăр ӗнтӗ, йăлăхтарать пуль те шав пӗр япала çинчен вулама. Хамăр та çырса ывăнтăмăр. Анчах та пуçлăхсем отчет ыйтнипе çак ӗçе тума тиветех.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев