Тухтăр патне «çырăннăшăн» 260 пин тенкӗ тӳленӗ
Тутарстанра пӗр хӗрарăма медицина тӗрӗслевӗ ирттеретпӗр тесе 260 пин тенкине вăрланă.
Яланхи пекех ултав схеми телефонпа шăнкăравланинчен пуçланнă. Палламан çынсем хӗрарăма поликлиникăра медицина тӗрӗслевӗ иртмешкӗн тесе тухтăр патне çырăнма СМС-çырупа килекен тăватă цифрăллă кода пӗлтерме ыйтнă.
Мӗнле-мӗнле цифрăсем килнине каласанах ун патне палламан арçын йӗрке хуралӗн сотрудникӗ ятӗнчен шăнкăравланă. СМС-па килнӗ кода каласа ултавçăсен аллине лекрӗр тесе хăратнă. Шут çине пухăннă укçана хăвăртрах «деклараци» тумалла тесе ӗнентернӗ. Хӗрарăм тӳрех шанса вăл мӗн каланине итлесе шучӗ çинчи 260 пин тенкӗ ытла укçине унăн шучӗ çине куçарса панă. Кун хыççăн тин хăйне улталанине ăнланнă.
Юлташсем, тепӗр хут аса илтеретпӗр, ултавçăсен мăшкăлӗ пулса укçасăр юлас мар тесен информацие малтан банка е полицие кайса тӗрӗслеме ан ӳркенӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев