Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Услам ӗçӗпе аппаланакан хӗрарăмсене канаш парса пулăшасшăн

«Хӗрарăм-усламçă» хӗрӳ линин телефонӗ (843) 238-10-00. Шăнкăравсене декабрӗн 10-мӗшӗнче 13:00 сехетрен пуçласа 16:00 сехетчен йышăнаççӗ.

Тутарстан Патшалăх Канашӗнчи «Мәрхәмәт-Милосердие» депутатсен ушкăнӗ хӗрарăмсен хăйсене хăйсем ӗçпе тивӗçтересси тата услам ӗçне пуçласси пирки хӗрӳ лини ирттеме хатӗрленни çинчен пӗлтерет республика парламенчӗн пресс-служби.

«Депутатсем хӗрарăм-усламçăсен ыйтăвӗсене хуравлӗç тата хăйӗн бизнесне пуçлама хатӗрленекен хӗрарăмсенне. Хӗрӳ телефон линийӗн тӗп тӗллевӗ – хӗрарăмсен услам ӗçне пулăшу кӳресси. Вăл эрнекун, декабрӗн 10-мӗшӗнче хăйӗн ӗçне пуçлать», – тесе палăртнă пресс-службăра.

Маларах иртнӗ «Хӗрарăм тимлӗхӗ» ятлă хӗрӳ лини республика çыннисемпе хирӗçле çыхăну йӗркелемелли кирлӗ инструмент пулса тăнă. Çак акци вăхăтӗнче хӗрӳ линие килнӗ çӗршер шăнкăрава килти ирсӗрлӗхе профилактикăлас, хӗрарăм сывлăхне тимлӗх уйăрас, ӗç прависене пăхăнас, ачасене вӗрентӳ учрежденийӗсене вырнаçтарас, пандеми вăхăтӗнче социаллă пулăшу кӳрес, шкулти апатлантарăва йӗркелес ыйтусене халалланă пулнă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев