Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Виçӗ эрне вăрмана кӗртмеççӗ

Тутарстансене 21 кун (майăн 5-мӗшӗнчен пуçласа 26-мӗшӗччен) вăрмана кӗме чараççӗ, кун çинчен постановление ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă.

 Тӗпрен илсен, чару вăрмансене сиенлӗ хурт-кăпшанкăран имçам сапнипе çыхăннă. Пӗтӗм республикипех мар, Кама леш енчи районсене: Аксу, Актаныш, Алексеевски, Элкел, Мензеле, Мӗслӗм, Çӗнӗ Шуçăм, Нурлат, Сарман, Çарăмсан тата Чистай вăрман хуçалăхӗсене пырса тивет. Çавăнпа асăннă район çыннисем 21 кун вăрманта çӳреме кăна мар, ун урлă иртсе кайма та юрамасть. Хурт-кăпшанкăран сапнă участокăн чиккинчен 300 метрта асăрхаттаракан аншлагсем вырнаçтарӗç.

Хальхи вăхăтра республикăра çутçанталăк сыхлавӗпе çыхăннă «Тутарстанăн таса вăрманӗсем» акци пырать. Çурхи тапхăрӗ апрелӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 17-мӗшӗччен тăсăлать. Çак вăхăтра вăрмансене çӳп-çапран, хăрса типнӗ, йăваннă йывăçсенчен тасатӗç. Халăх канакан вырăнсенчи информаци щичӗсене, аншлагсене юсаса çӗнетӗç, çӗннисене вырнаçтарӗç. Кӗркуннехи тапхăрӗ сентябрӗн 11-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 11-мӗшӗччен тăсăлӗ. Аса илтеретпӗр, «Тутарстанăн таса вăрманӗсем» акци 2010 çултанпах пырать. Унăн тӗллевӗ – вăрмансен экологипе санитари лару-тăрăвне лайăхлатнисӗр пуçне халăха вăрманта тирпейлӗрех пулма вӗрентесси, тавралăха тасатма явăçтарасси. Акцие вăрман хуçалăхӗсен специалисчӗсемсӗр пуçне предприятисемпе организацисен представителӗсем, экологи пӗрлешӗвӗсен сотрудникӗсем, аслă тата вăтам пӗлӳ паракан учрежденисен студенчӗсем хутшăнаççӗ. 2022 çулта республикăн вăрманӗсенчен пурӗ 3,8 пин кубла метр çӳп-çап, 5,2 пин кубла метр хăрса йăваннă йывăçсене пӗр çӗре пуçтарнă, 700 ытла пӗлтерӳ аншлагне юсанă.(Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество