Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарӗ

Çурла уйăхӗн 14-мӗшӗ – Пыл Сăпасӗ. Çак кун çанталăк мӗнле – çурла уйăхӗн 28-мӗшӗнче те çапла пулать.

•Çурла уйăхӗн 15-мӗшӗ – Степан. Ку кунхи çанталăк сентябрь епле пуласса кăтартать. Шапасем кваклатаççӗ-тӗк – çумăра. 

•Çурла уйăхӗн 16-мӗшӗ – Исаакий,  Антон. Çак кун вара октябрь уйăхӗнче çанталăк мӗнле пулассине кăтартать. Çумăр çусан йӗпе-сапа темиçе куна тăсăлать. Сивӗ çил вӗрсен хӗлле сивӗ пулать. 

•Çурла уйăхӗн 17-мӗшӗ – Авдотья. Ноябрьти çанталăка кăтартакан кун. 

•Çурла уйăхӗн 18-мӗшӗ – Евстигней. Ку кун мӗнле – декабрь те çапла. Çывăх вăхăтра çанталăк епле пулассине вара çапла пӗлнӗ: хӗвел аннă чух хире тухнă та пур вăйран кăшкăрнă – енчен те сасă таçта çити ян кайрӗ-тӗк – çывăх кунсенче хӗвеллӗ пулать, сасă ян каймасан – çумăра. 

•Çурла уйăхӗн 19-мӗшӗ – Панулми Сăпасӗ. Çак кун мӗнле – Пукрав кун тата январь уйăхӗнче çанталăк çапла пулать. Кун типӗ тăрсан кӗркунне те çумăр сахал çăвать. 

•Çурла уйăхӗн 20-мӗшӗ – Марина тата Пимен. Енчен те вӗçен кайăксем кăнтăралла вӗçсе кайма хатӗрленеççӗ-тӗк – кӗркунне сивӗ пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев