Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан чăвашӗсем Шупашкара спектакль кайса курнă

Ноябрӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ çамрăксен театрӗн сцени çинче «Куккук куççулӗ» спектакль кăтартнă. Унта Хусан чăвашӗсен делегацийӗ те хутшăннă.

Михаил Башкиров çак драмăлла фантазине Чăваш Республикин халăх çыравçин Юхма Мишшин мифологилле романӗ тăрăх çырнă. Спектакль режиссерӗ – Раççей Федерацийӗн тата Калмыки Республикин исусствосен тава тивӗçлӗ деятелӗ Борис Манджиев.

«Куккук куҫҫулĕ» драмӑллӑ фантази – хӑйĕн тӑван ҫĕрĕ-шывĕпе ҫыхӑнӑва татнӑ ҫыннăн историйĕ. Тĕнче тӑрӑх кĕрхи ҫулҫӑ евĕр ҫавӑрттарса ҫӳренĕ ӑна пурнӑҫĕ. Мĕн кĕтет-ха ӑна килĕнче? Мĕнле йышӑнĕ ӑна тӑван ҫĕрĕ?.. Ҫак историре юрату та пур, шӑпа ҫынран хӑйĕнчен кӑна килменни те, ӑна тĕрлĕ вӑйсем хутшӑнса улӑштарма пултарни ҫинчен шухӑшлаттаракан самантсем те сахал мар. Чӑваш поэзийĕпе халӑх сӑмахлӑхĕ те драмăлла фантазире хӑйсен тивĕҫлĕ вырӑнне тупнӑ.

Спектакле паянхи ҫамрӑк ӑрӑва халалланӑ. Кашни куракан хӑйне тӑван халӑхĕн пĕр пайĕ пек туйма пуҫласса, ҫак туйӑма ытти ҫынсемпе пайласса шанаççӗ ăна кăтартакансем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев