Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан И.Я.Яковлев юбилейне паллă турĕ

Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа педагогсен тӗлпулăвӗ иртрӗ. Республикăри чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тата чăваш шкулӗсен директорӗсем хутшăнчӗç.

Президиумра ТР Раисӗн Шалти политика департаментӗнчи Наци политикине пурнăçа кӗртес управленийӗн Тӗп канашçи Марина Иванова, ТР Халăхсен Ассамблеин ӗçтăвком ертӳçи Константин Яковлев, ТР Вӗрентӳпе наука министерствинчи Наци вӗрентӗвӗн управленийӗн пуçлăхӗ Ильгиз Халиков, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев ларчӗç.

Константин Яковлев И.Я.Яковлева халалласа Тутарстанра нумай мероприяти иртни çинчен каласа пачӗ. Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн халалне мӗн пур чăваш ачине вӗрентмелли çинчен аса илтерчӗ.

Ильгиз Халиков Тутарстанри чăвашла вӗрентӗвӗн лару-тăрăвне хак пачӗ.  Паянхи кун республикăри 87 шкулта чăвашла вӗрентеççӗ. Вӗсенчен 20-шӗ филиал, 67-шӗ юридици сăпачӗ шутланса тăрать. Пурӗ чăваш чӗлхине 2890 ача вӗренет Тутарстанра. Вӗсен пӗлӳ шайне тӗрлӗрен чӗлхе конкурсӗсемпе олимпиадăсенче çӗнтернипе хаклаççӗ, вӗрентекенсен ăсталăхне – мастер-классен тата уçă уроксен конкурсӗсенче. Вӗрентӗвӗн федераллă стандарчӗсемпе Чăваш Республики 17 учебник хатӗрленӗ, вӗсене Тутарстан туянать. Анчах та ку хальлӗхе çителӗксӗртерех. Кăçал 9 клас пӗтерекенсенчен 99 ача чăваш чӗлхипе экзамен тытма хатӗрленет.

Ильгиз Ильдарович чӗлхеçӗсен кадрӗсене хатӗрлесси пирки те хăй шухăшне каларӗ. Ун сăмахӗсемпе шкулсенче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен вăтам çулӗ тахçанах 40-рен иртнӗ. Çакă чӗлхе вӗрентӗвӗн пуласлăхӗ пирки питӗ те шухăшлаттарать.

Ыйтусем нумай вӗрентекенсен те, вӗсен ӗçне хаклакансен те. Чи çивӗч ыйту пирӗн хыççăн килекен ăрусем чăвашла калаçманнинче. Енчен те паян вӗрентӳ тытăмӗ çак лару-тăрăва улăштараймасан, ыран кая юлма пултаратпăр. Çавăнпа та шкулти вӗрентӳ пирки калаçма тытăниччен чи малтан шкул умӗнхи воспитанипе вӗрентӳ çине тимлӗх уйăрмалла. Çак ыйтăва Константин Малышев çӗклерӗ. Садикра чăвашла вӗренмен ачасем пӗрремӗш класа килсен тăван чӗлхе урокӗсенче йăваран ӳкнӗ курак чӗпписем пек, нимӗн ăнланмасăр лараççӗ. Амăшӗсен витӗмӗ те сисӗнет кунта, шкулта вӗрентӳ чӗлхине суйласа илме ирӗк пани те. Урăхла каласан, чăваш чӗлхине ача садӗнченех вӗрентме тытăнмалла. Ку чухне тутарсен «Выляса вӗренетпӗр» ятлă программи пирӗншӗн чух кăна пулмалла. ТР ЧНКА Канашӗн пайташӗсем ăна «чăвашлатма» хатӗрри çинчен пӗлтерчӗ Константин Анатольевич.

«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова ачан аталанăвӗнче тăван чӗлхе мӗнлерех вырăн йышăнни çинчен каларӗ. Вăл редакци Вӗрентӳ министерствипе пӗрле Иван Яковлевич Яковлева халалласа ирттернӗ конкурса ытти нацисен ачисем те хутшăнни çинчен пӗлтерчӗ. Вӗрентекенсемпе вӗренекенсене Хисеп хучӗсем пачӗ.

Малалла тӗлпулăва хутшăнакансем Туслăх Çурчӗн концерт залне куçрӗç.

Кунта республикăри чăваш центрӗсен ертӳçисемпе, Шупашкартан килнӗ хисеплӗ хăнасемпе пӗрле ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, тутар халăх поэчӗ Ренат Харис та пурччӗ. Чăваш Ен делегацине ЧНК вице-президенчӗ, пирӗн ентеш Николай Угаслов ертсе пычӗ. Унпа пӗрле чăваш халăх поэчӗ Раиса Сарпи, Альбина Юрату поэтесса, Алексей Енейкин кинорежиссер килнӗччӗ.

Концертра Чăваш хӗрарăмӗсен канашӗ, Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» ансамбль, Хусанти «Ӗмӗт», Туслăх çурчӗн инструмент ансамблӗ, пӗртăван Чаркинасем куракансене савăнтарчӗç.

Иван Яковлевич Яковлевăн халалне тӗрлӗ халăхсен чӗлхисемпе вулани уявăн кульминацийӗ пулчӗ.  (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Иван Яковлев просветитель