Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта килсӗр йыт-кушаксене пулăшас тӗллевпе фестиваль пулать

Хусанта март уйӑхӗн 14-15-мӗшӗсенче шучӗпе тăваттăмӗш WOOF ыркӑмӑллӑх фестивалӗ иртет. Унта хулара пурăнакансен килсӗр йытӑсемпе кушаксене усрава илме пултараççӗ.

Хусанта март уйӑхӗн 14-15-мӗшӗсенче шучӗпе тăваттăмӗш WOOF ыркӑмӑллӑх фестивалӗ иртет. Унта хулара пурăнакансен килсӗр йытӑсемпе кушаксене усрава илме пултараççӗ. Чӗрчунсем пурте сывӑ, вӗсене стерилизациленӗ, ветеринари паспорчӗсем те пур.

Фестивале Хусанти харпăр тата муниципаллӑ приютсем те хутшӑнма пултараççӗ. Муниципалитет приючӗсене ытларах тимлӗх уйӑраççӗ, мӗншӗн тесен вӗсем патне ытларах йышă-кушак вырнаçтараççӗ.

 

Мероприяти йӗркелӳçи – «Ника» ыркăмăллăх фончӗ. Вăл урамра тăрса юлнă чӗрчунсене пулăшассипе, йывăр лару-тăрăва кӗрсе ӳкнӗ йыт-кушака пулăшассипе ӗçлет. Паяна организаци хăй хӳттине 800 яхӑн йытӑпа кушака илнӗ. 2016 çултанпа фонд Хусанта тата ытти хулара 34 фестиваль ирттернӗ, çак вӑхӑтра 2,8 пин чӗрчун хӑйӗн хуçипе çуртне тупнӑ.

Фестиваль Çӗнтерӳ Проспекчӗ урамӗ, 141 çурт адреспа иртет.  Мероприяти 11:00 сехетрен пуçласа 19:00 сехетчен пырӗ. 

Сăнӳкерчӗксем нейросеть генерацийӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Помощь бездомным животным