Зодиак гороскопӗ: мӗн кӗтет пире 2024 çулта?
Хура Шыв Кроликӗн çăмăл мар çулӗ — 2023 çул — хыçа юлчӗ. Савăнтарнă самантсене асра хăварар та хăюллăн 2024 çула — Симӗс Йывăç Аçтаха çулне кӗрер. Астрологсем 2024 çула çутă пуласлăха шанăç кӳрекен çул тесе ӗнентереççӗ. Чи малтанах Аçтаха çулӗ високослă çул пулнине палăртмалла, анчах ку пире хăратмалла мар (кун пек çулсенче трагедилле ӗçсем пулса иртеççӗ текен халапсем анлă сарăлнă халăхра), пачах урăхла: ку çулталăкра 366 кун. Апла ытти çулсенчен пӗр кун ытларах кун çути куратпăр, пӗр кун ытларах юратнă, çывăх çынсемпе пулса вӗсене хамăрăн туйăмсем çинчен калама май пур тата ырă ӗçсем ытларах тума шанăç парать уçлăх.
ТАКА 21.III-20.IV
Кăçал пурнăçа улăштарма вăхăт çитнине нихăçанхинчен ытла туятăр: сиенлӗ йăласенчен хăтăлмалла, япăх витӗм кӳрекен çынсемпе уйрăлмалла. Карьера пусмипе улăхакансемшӗн Аçтаха çулӗ питӗ ăнăçлă. Астăвăр, Аçтаха хăюллисене юратать.
2024 çул финанс лару-тăрăвне лайăхлатма меллӗ. Хăвăрăн тавçăрăва пула январьтех укçа ӗçлесе илеетӗр, анчах теветкелленсе аферистсемпе çыхланма кирлӗ мар. Эсир хăвăрăн шухăш-кăмăлăра ирӗклӗн калани пур чухне те мăшăрăра килӗшмӗ. Пӗрисем çакна ăнланса илсе хутшăнусене çӗнӗлӗхсем кӗртӗç, теприсен час-часах хирӗçӳсем тухӗç. Сывлăх аптратмасть, анчах шала кайнă чирсем тӗлӗрмеççӗ.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Çуркунне сирӗнпе пулса иртекен пулăм пурнăçăра тата савăкрах тăвать. Ӗçре улшăнусем пулаççӗ, хăрама кирлӗ мар, шăпа паракан шанăçпа пӗлсе усă курсан карьера тăвасси куçкӗрет. Çул пуçламăшӗнчех финанс тӗлӗшпе улшăнусем çук, анчах тимлӗ пулăр, укçа-тенкӗпе пӗлсе усă курăр. Парăма кӗнисен çулталăк пуçламăшӗнче кивçенсенчен татăлма тăрăшмалла. Çулларан Аçтаха çулӗ вӗçленичченех финанс лару-тăрăвӗ тăнăç, кулянма сăлтав çук. Пӗчченнисен çулталăкăн пӗрремӗш çурринче мăшăр шырама тăхтамалла. Июль-август уйăхӗнче паллашнă çын чăннипех ӳлӗм сирӗншӗн шанчăклă мăшăр пулма пултарать. Венăсем варикозла сарăлни аптратма пултарать тата çулталăкăн иккӗмӗш çурринче шала кайнă чирсем «вăранӗç», иммунитет та хавшӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Кăçал хăюллă пулăр, шухăшăрсене пурнăçлама ан шикленӗр, анчах эмоцисем хыççăн кайса йăнăшсем тăвасран асăрханăр.
Эсир чăн-чăн профессионал пулса тăратăр, тен, пуçлăх креслине те йышăнăр. Анчах çулăр çинче чăрмавсем те нумай пулӗç.
2024 çулта тӳлевсене вăхăтра татсан, енчӗкре пур укçаран ытла тăкакланмасан — финанс кризисӗ сирӗншӗн хăрушă мар. Аçтаха çулӗнче инвестицисем хывма, кредита япала туянма хушмаççӗ çăлтăрсем. Çемьеллисен хутшăнăвӗсем тăнăç, январь-февраль уйăхӗсенче кăшт хирӗçсе илни пурнăçа пăсмасть. Пӗчченнисен çемье пурнăçне йӗркелеме пит тăрăшмалла мар кăçал. Енчен те апат хуранӗн чир-чӗрӗ аптратать пулсан кăмăлăра тӳлек тытма тăрăшăр — тарăхни, шăртланни, кӳренни чире вăйлатать.
РАК 22.VI-22.VII
Кăçал сирӗн савăнмалли нумай пулать. Юлташăрсемпе ытларах вăхăт ирттерӗр. Халиччен тунă ӗçе малашне те лăпкăн, тӳр кăмăлпа пурнăçламалла, квалификацине ӳстермелле, тимлӗхе çухатмалла мар. Финанс кризисӗ кăçал сирӗншӗн хăрушă мар, чи пӗлтерӗшли — туянма шутланă япаласене малтанах планламалла. Пурăнакан вырăна улăштарма сӗнмеççӗ çăлтăрсем. Çемьеллисен кăçал чăтăмлă пулмалла. Çӗнӗ çул хӗвӗшӳллӗ пуçланать, çакна пула хирӗçсе каясси те пулӗ. Пӗчченнисен март, июнь, октябрь уйăхӗсенче енчен енне тимлӗнрех пăхмалла, шăпа пӳрнӗ çынпа тӗл пулас шанчăк пысăк. 2024 çулта тапхăр-тапхăр пӗвер хăй çинчен аса илтерет. Алкоголь, фастфуд, ăшаланă апат çимесен аван.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
2024 çулта кун-çулăра улăштарас тесе профессие улăштарма çӗнӗ пӗлӳ илӗр, çулçӳреве тухма та ăнăçлă. Аçтаха çулӗнче карьера тума меллӗ сире. Профессионалсене яваплă должность шанса парӗç. Хăйсен ӗçне тӗплӗ туса компани çитӗнӗвӗшӗн тăрăшакансене çӳле çӗклӗç. Çуркунне çӗнӗ ӗç вырăнӗ тупма çăмăл. Укçа-тенкӗпе лару-тăру йывăртарах. Нумай çул пӗрле пурăнакансен Аçтаха çулӗ кăткăс иртет, уйрăлса çемьене салатас шухăш та пулать. Пӗр-пӗринпе уççăн калаçсан нумайăшне ăнланса каçарма, йышăнма пулӗ. Пӗчченнисен февральте тата кӗркунне паллашнă çынпа роман пуçланма пултарать. 2024 çулта шăнса пăсăласран асăрханăр.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Халиччен йӗркелесе тытса пынă тăнăç тӗнче ишӗлнӗн туйăнать. Хăрама кирлӗ мар, сире ку таранччен ӳсме, аталанма, опыт илме пулăшнисем тивӗçӗсене пурнăçланă, иртнӗ пурнăçра юлаççӗ. Сиенлӗ йăласемпе те сывпуллашма тивӗ. Иртнинчен тасалса çитсен çулталăкăн иккӗмӗш çур çулӗнче хăвăра çирӗпрех туятăр, малалла аталанатăр. Çăлтăрсем 2024 çулта професси шайне ӳстерме сӗнеççӗ. Пурлăхпа çыхăннă пуçватмăшсем кăçал пӗтме пӗлмеççӗ — тăкаксем ӳсеççӗ, ӗç укçине пур чухне те вăхăтра памаççӗ... Нумай пулмасть çемье çавăрнисен хутшăнăвӗсене хуçалăхпа çыхăннă ыйтусем пăсаççӗ. Пӗчченнисем январь уйăхӗнче паллашнă çынпа романтикăлла хутшăнусем пуçлӗç. Пӳресем, пилӗк аптратма пултарать. Иммунитета çирӗплетмелле.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Эсир вăйпитти çын пулнине ăнланни сире çӗнӗ юлташсем тупма пулăшать. Карьера çинчен ӗмӗтлениччен хăвăрăн тивӗçӗрсене лайăхрах пурнăçлăр. Хăвăр ытлашши тăкакланмасан финанс ыйтăвӗсем çивӗч тăраççӗ тееймӗн. Çулла укçа-тенкӗпе уйрăмах асăрхануллă пулăр — кредит ан илӗр, кивçен укçа ан парăр. Çемьере çӗнӗ çулта юрату, ăнлану хуçаланать. Пӗрлехи ӗç тупсан хутшăнусем тата та çирӗпленӗç. Нумай пулмасть пӗр-пӗрне тупнисем çуркунне пӗрле пурăнма тытăнӗç, пӗчченнисен йӗркеллӗ çынна тӗл пулма шанăç пур. Диспансеризаци иртмелле, ку чире пуçланнă-пуçланманах асăрхама пулăшать. Çулла, кӗркунне юн пусăмӗ аптратать.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Аçтаха çулӗнче сирӗнсӗр алăсăр-урасăр пекех — карьера тума та вăй юлмасть. Куншăн кулянма кирлӗ мар, халь сирӗншӗн чи пӗлтерӗшли — хутшăнусене лайăхлатасси, килте те, ӗçре те. Карьера тумасан та кăçал ӗçсӗр лармастăр. Ӗç шыракансене ăнăçу çу варринче кӗтет. Укçа-тенке алăра çирӗп тытсан панкрута тухасси хăратмалла мар. Ирӗклӗ укçана тăкаклама ан васкăр. Кӗркунне банка хуни усăллăрах пулӗ. Мăшăрсем кăçал пӗр-пӗрне ытларах ăнланма пуçлӗç. Пӗчченнисене çăлтăрсем шăпа пӳрнӗ çыннине тупма пулăшаççӗ. Нимӗн те ыратмасан та сывлăха тимлемелле, профилактика çинчен ан манăр. Апата суйласа çийӗр. Чӗрепе юн тымарӗсене упрăр.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Кăçал сирӗнте вăй-хал çăлкуç пек тапса тăрать, пурнăçăра улшăну кӗртес килет. Çулталăкӗпех творчество проекчӗсемпе ӗçлемелле. Çӗнӗ ӗç шырама çулталăкăн пӗрремӗш çурри ăнăçсăр. Августра лару-тăру лайăхланать. Финанс сфери пирки кӗскен калама çук: укçасăр лармастăр, çăкăр çине çу сӗрсе çиме те çитет, анчах премисем илессе шанни кăлăхах. Çемьеллисен пӗр-пӗрин туйăмӗсене тимлемелле, хутшăнусенче романтика ытларах пултăр. Ачасем çинчен ӗмӗтленекен мăшăрсен шутланине пурнăçламалла. Апата суйласа çисен вар-хырăм аптратмӗ. Çурăм шăммипе сыпăсем пирки специалистсем патне çитни вырăнлă пулать.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Чи-чи вăйлă карьеристсен те кăçал ӗçрен канса çемйине ытларах тимлӗх уйăрмалла. Тăванăрсемпе çывăх çыннăрсемпе хутшăнусене лайăхлатмалла. 2024 çулта тивӗçӗрсене яваплăн туса пырсан çулталăк лăпкăнах иртет. Финанс лару-тăрăвӗ тăнăç. Инвестицисем хывма юрать (хăвăрăн бизнеса пулсан аванрах). Хваттер туянма, юсав ӗçӗсем ирттерме укçа çитмесен банкран кредит илӗр. Çемьеллисен хутшăнăвӗсем çирӗпленеççӗ. Пӗчченнисен тăрăшсах мăшăр шырамасан та юрӗ — шăпа хăйех сире кирлӗ çынпа паллаштарӗ.
Çӗнӗ çулăн малтанхи кунӗсенченех иммунитета çирӗплетмелле. Апата суйласа çимелле, эрех-сăраран айккинче юлмалла. Сыпăсене асăрхасах тăмалла. Шăнса пăсăлас хăрушлăх та пур.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Январь-февральте вӗренме вăхăт тупатăр. Квалификацие ӳстерессипе çыхăннă-и ку, çӗнӗ професси илессипе-и, пӗр хăвăр кăна пӗлетӗр. Çулталăкăн пӗрремӗш çурринче тӳлевсене вăхăтра куçармӗç, плана кӗртмен тăкаксем пулӗç. Пӗтӗмӗшле илсен перекетлӗрех пулмаллине астутараççӗ çăлтăрсем. Мăшăрăрпа пӗр чӗлхе тупайсан çемьери хутшăнусем çулталăкӗпех савăнтарӗç. Вируслă чирсенчен сыхланассипе мерăсем йышăнмалла. Шала кайнă чирсем, шăнса пăсăласран асăрханмалла. Пӗрремӗш çур çулта техникăпа ӗçленӗ чух аманас хăрушлăх пур.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
2024 çулта сирӗн чи пысăк тӗллев — хăвăра ытларах шанмалла, ӗненмелле. Çакна тума суя шухăшсенчен хăтăлмалла. Аçтаха çулӗнче укçа-тенкӗ тăнăçлăхӗ те пӗлтерӗшлӗ. Ӗçри лару-тăру, тӗпрен илсен, пӗр сирӗнтен килет. 2024 çулта пӗрмай тупăш паракан укçа çăлкуçӗ тупсан çемйӗр те, хăвăр та Аçтаха çулне пӗр шиксӗр ирттерӗр. Çемьеллӗ мăшăрсене çулталăк пуçламăшӗнче шăпа тӗрӗслесе илӗ. Пӗчченнисен çемье çавăрма ăнтăлмалла мар, çӗнӗ паллашусем романтикăлла хутшăнăва çаврăнаççӗ.
Ывăнассинчен, стрессенчен упранăр. Çавăн пекех тăтăшах шăл сурнипе аптратăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев