Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Аталан» Президент грантне çӗнсе илчӗ

ТР ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» пӗрлешӗвӗ хăй тавра чи пултаруллă çамрăксене пуçтарса кăçал нумай çитӗнӳ тума ӗлкӗрчӗ. Вăл тăрăшнипе шкул ачисен слечӗн формачӗ улшăнчӗ. Республика, Раççей шайӗнчи мероприятисене хастар хутшăнса палăрчӗ. Калăпăр, декабрӗн 3-9-мӗшӗсенче Мускавпа Калуга облаçӗсенче иртнӗ «Культура диалогӗ» çамрăксен Пӗтӗм Раççей форумӗнче «Илемлӗ» этнопроектпа чăвашсем çинчен каласа пачӗç....

ТР ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» пӗрлешӗвӗ хăй тавра чи пултаруллă çамрăксене пуçтарса кăçал нумай çитӗнӳ тума ӗлкӗрчӗ. Вăл тăрăшнипе шкул ачисен слечӗн формачӗ улшăнчӗ. Республика, Раççей шайӗнчи мероприятисене хастар хутшăнса палăрчӗ. Калăпăр, декабрӗн 3-9-мӗшӗсенче Мускавпа Калуга облаçӗсенче иртнӗ «Культура диалогӗ» çамрăксен Пӗтӗм Раççей форумӗнче «Илемлӗ» этнопроектпа чăвашсем çинчен каласа пачӗç. Палăртса хăварар, çакна Шупашкар çамрăкӗсем мар, Тутарстан чăваш çамрăкӗсем турӗç.

«Аталан» пӗрлешӗвӗн çулталăкри ӗçне тата тепӗр пысăк пулăм пӗтӗмлетрӗ. «2014-2020 çулсенче Тутарстан Республикин патшалăх тата ытти чӗлхесене сыхласа хăварасси, вӗренесси тата аталантарасси» патшалăх программине мӗнле пурнăçа кӗртессипе çыхăннă конкурсра çӗнтерсе ТР Президенчӗн грантне - 200 пин тенке- тивӗçрӗ. Саламлатпăр!

«Аталан» çамрăкӗсем çак грантпа тӗллевлӗ усă курма палăртнă. Вӗсем декабрӗн 21-мӗшӗнче Теччӗ, 22-мӗшӗнче Нурлат хулисенче чăваш ачисемпе вӗрентӳ форумӗ ирттереççӗ. Ачасем хушшинче «Манăн проект - манăн халăха! » творчествăлла конкурс йӗркелерӗç. Конкурса декабрӗн 24-мӗшӗнче пӗтӗмлетеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев