Ҫулталӑк гороскопӗ
ТАКА 21.III - 20.IV Çитес çул такасемшӗн çăмăлах пулмасть. Килти лăпкă лару-тăрушăн, обществăри вырăншăн, сывлăхшăн та кӗрешме тивет. Юрату: кăмăлланă çынна пăхтарас тӗллевпе тем тума та хатӗр пулатăр. Хутшăнусенче кăрарах пулнипе мăшăрсем уйрăлма та пултараççӗ, çулла уйрăмах йывăр пулӗ. Кӗркунне вара лăпланатăр. Шăп çак вăхăтра пӗчченнисем юратнă çыннине тӗл пулӗç....
ТАКА 21.III - 20.IV
Çитес çул такасемшӗн çăмăлах пулмасть. Килти лăпкă лару-тăрушăн, обществăри вырăншăн, сывлăхшăн та кӗрешме тивет. Юрату: кăмăлланă çынна пăхтарас тӗллевпе тем тума та хатӗр пулатăр. Хутшăнусенче кăрарах пулнипе мăшăрсем уйрăлма та пултараççӗ, çулла уйрăмах йывăр пулӗ. Кӗркунне вара лăпланатăр. Шăп çак вăхăтра пӗчченнисем юратнă çыннине тӗл пулӗç. Карьера: нумайăшӗ ӗçри вырăна сыхласа хăварассишӗн пăшăрханӗ. Çуркуннепе çулла ӗçтешсем хирӗç пулӗç, пӗччен ӗçлеме тивӗ, хăвăра кăна шанмалла. Тăшманăрсен сире хирӗç тăма хал çитмӗ. Кӗркунне вӗçӗнче харпăр ӗç пуçарма лайăх вăхăт. Укçа-тенкӗ: ытти енӗпе йывăрлăхсем пулсан та енчӗкӗр пушă пулмӗ. Çапах та перекетлӗрех пулмалла, эсир укçана сапалама юратни паллă-ха. Кредит илмелле мар, парăма татма йывăр пулӗ. Сывлăх: çулталăк пуçламăшӗнче хумханма тивнипе стрессем пулма пултараççӗ. Санаторире сипленме тăрăшмалла. Çулталăк тăршшӗпе шăнса пăсăласси хăратса тăрӗ. Тӗрӗс апатланупа çан-çурăма пиçӗхтересси пирки шутламалла.
ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Автан çулӗнче тӗллевлӗ те уçă пулатăр, хăвăра шанатăр. Пурнăçăр маларах палăртнă планпа йӗркеленсе пырӗ. Юрату: ку çулта савнă тусăр, мăшăрăр хăтланăвӗсене çав тери лăпкăн йышăнса хăвăра вăйлă енчен çеç кăтартса авторитетăра ӳстеретӗр. Пӗчченнисем çулла вӗçӗнче е кӗркунне çемье çавăрма пултараççӗ. Карьера: ӳсӗм çулӗ. Кирлӗ, хăвăртан вăйлăрах çынсемпе паллашни харпăр ӗç йӗркелесе яма е пуррине çирӗплетме пулăшать, уйрăмах çулла. Ӗç вырăнне улăштарас текенсен ăнăçу пулмӗ, ют çӗре те шыраса каймалла мар. Укçа-тенкӗ: хăвăра иртӗнтерместӗр, лайăх ӗçлесе илсен те тăванăрсене е аçăр-аннӗре пулăшса тăкакланатăр. Çăлтăрсем харпăр ӗç пуçарма сӗнеççӗ, йывăр кунсене укçа пухмаллах. Сывлăх пӗрремӗш çур çулта йӗркеллех, анчах кӗркунне вăл хăй çинчен аса илтерме пуçлӗ. Вăй-хал çуккипе иммунитет та хавшама пултарать. Вар-хырăмлăх системи айванрах, гастрит пуçланасси палăрать. Щит евӗрлӗ парсене те тимлемелле.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку çулта йӗкӗрешсем пур енӗпе те активлă пуласшăн, вӗсем тӗнчене хăйсене кирлӗ пек улăштарас кăмăллă. Юратура хăвăра пăхăнтарма тăрăшнипе, ытлашши ыйтнипе хутшăнусене пăсма пултаратăр. Çамрăкраххисем характерне кăтартса килтен тарма та пултараççӗ. Çемьеллисем айккинче киленӳ шыраса мăшăрӗсене улталама пултараççӗ. Çавăнпа хăвăра хытă тытса шанчăклă пулма тăрăшмалла. Карьера: нумайăшӗн бизнес пуçарма интереслӗ шухăшсем çуралаççӗ. Йывăр ӗçпе ӗçлекенсем çăмăлраххине шырӗç. Çуркунне шанăç уйрăмах пысăк. Кăмăла кайнă сферăра ӗç шырасан ăнатех, уйрăмах интеллектуаллă ӗçпе ӗçлекенсем. Укçа-тенкӗ: тупăшран ытларах тăкаксем ӳсеççӗ. Мӗн-тӗр туянас тесе кредит илмелле мар, парăма та ан кӗрӗр. Çулталăк вӗçӗнче иртнӗ ревизи хыççăн судра явап тытма та пултаратăр. Сывлăх çирӗп пулӗ. Сиенлӗ хăнăхусене пăрахайманнипе кăна хăш-пӗри хăйне сиен кӳме пултарӗ. Августра е сентябрьте агрессивлă пулни те сывлăхăра хавшатӗ, çынсемпе хирӗçмелле мар.
РАК 22.VI - 22.VII
Ку çул пулăмсемпе пуян пулӗ. Çулçӳревсем йышлă, ют çӗршыва пурăнма куçма та пултаратăр. Юрату: хăйсене ирӗклӗ тытаканнисен пурнăçӗ тӗпрен улшăнма пултарать. Нумайăшӗ урăх çынна тӗл пулса халиччен юратман мăшăрпа пурăннишӗн кулянма пуçлӗ, уйрăмах çуллапа кӗркунне. Çемьерен каяс тенисен васкамалла мар, туйăмсем чăннине тӗрӗслемеллех. Карьера: уйăх витӗмӗпе раксенчен хăш-пӗри ӗçтешсемпе е пуçлăхпа пӗр чӗлхе тупаймасăр ӗçрен кайма шутлӗ. Хăрама кирлӗ мар, çулла çӗнӗ ӗç тупас шанчăк ӳсет. Харпăр ӗç пуçарма шутлакансен шанчăклă юлташ тупмалла. Укçа-тенкӗ енӗпе февральтен пуçласа августчен штрафсене, тӗрӗслевсене, кредитсене пула нумай çухататăр. Харпăр бюджета çирӗплетмеллех, азартлă вăйăсенчен пăрăнăр. Ку çула çирӗп сывлăхпа кӗрсен те хăвăр пуçтахланнине кура, апат енчен чараксăр пулнипе ăна хавшатма пултаратăр. Шăмă сыпписене асăрхамалла, ишме çӳрени усăллă пулӗ.
АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
2017 çул йывăртарах пулӗ, ку арăслансем мăнкăмăллă пулнинчен те килет. Эсир хăвăра кăна шанни ялан лайăх мар. Пӗчченнисем ку çулта хăйсен юратăвне тупма пултараççӗ. Мăшăрăра илтме
пӗлсен йăлтах лайăх сыпăнса пырӗ. Пулас мăшăра март-апрель уйăхӗсенче тӗл пулас шанчăк ӳсет. Çемьеллисем еркӗн тупса пурнăçри кичемлӗхе сирме шутлани лару-тăрăва йывăрлатӗ. Кӗркунне ултав тăрă шыв çине тухӗ те мăшăрăр каçармӗ. Карьера енӗпе йывăрлăхсем пулаççӗ. Хăвăра кăна шаннипе лайăх та вăйлă партнера çухатма пултаратăр. Çавăнпа çынпа ӗçлеме хатӗр пулмалла, хăвăра ура ан хурăр. Ӗçе вырнаçма май, октябрь, ноябрь уйăхӗсем ăнăçлă пулӗç. Укçа-тенкӗ енчен хуйхăрмалли çук, çавах та ыранхи кун çинчен те шутламалла. Çуркуннепе кӗркунне пуçламăшӗнче тăкаксене сахаллатмалла. Пысăк япала туянассине çулталăк вӗçне хăварăр. Çулла укçăра выляса ярасран асăрханăр. Сывлăх пирки кашнин шутламалла. Нерв системине, чӗрене упрамалла. Çуркунне шăмăсем сурма пултараççӗ. Кӗркунне инçе çула тухни сывлăхшăн хăрушă пулма пултарать.
ХӖР 24.VIII - 23.IX
2017 çул хӗрсемшӗн ырă пулӗ. Çăмăллăнах йывăрлăхсене çӗнтерсе пурнăçра кирлине тупатăр. Юрату: çӗнӗ хутшăнусем йӗркелеме пултаратăр. Тахçанхи савнипе çулталăк пуçламăшӗнче çемье йӗркелеме кăмăл çуралмасан - уйрăлăр. Чăн юратăвăра çуркунне варринче е çу вӗçӗнче тӗл пулатăр. Шăпа килӗртен инçетре кӗтӗ. Телейсӗр мăшăрсен уйрăлсан лайăхрах, пӗчченлӗхрен хăрама кирлӗ мар. Карьера енӗпе çулталăк тăршшӗпех ăнать. Кунта Меркурий пулăшса пырать, пӗрремӗш çур çултах çӗнӗ должноçа куçма пултаратăр. Харпăр бизнес йӗркелекенсен те йăлтах лайăх пулӗ. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗ пӗрремӗш вырăнта. Ăна пулах килте те, ӗçре те хирӗçме пултаратăр. Пархатарлă пулни хăвăршăнах усăллă. Кӗркунне укçана тӗрӗс çӗре хывни тупăш кӳрӗ. Сывлăхăр ку çулта çирӗп пулӗ. Анчах хăшӗ-пӗри япăх курма пуçласси палăрать. Физкультура туса чӗрене çирӗплетме тăрăшмалла.
ТАРАСА 24.IX - 23.X
Автан çулӗ тарасасемшӗн тӗрӗслев çулӗ пулӗ. Кăмăл пур-и, çук-и, анчах пурнăç хăй суйлав тума хистӗ. Юрату енчен хӗрӳ пулатăр. Çулталăк пуçламăшӗнчи юратуллă хутшăнусене ловелассем те ăмсанӗç. Куç хывнă çыннăн кăмăлне çăмăллăнах çавăратăр. Пӗчченнисем мăшăр тупаççӗ, çемьеллисем вара мăшăрне çухатма пултараççӗ. Карьера: нумайăшӗ иртнӗ çулти çитӗнӳсемпе лăпланса йывăр ӗçрен пăрăнма тăрăшӗ. Çуркунне вӗçӗпе çулла пуçламăшӗнчи улшăнусем кăна аталану пирки шутлама хистӗç. Халăха кирлӗ хуть те мӗнле тавар производствине йӗркелени те усăллă пулӗ. Ку чухне партнерсемпе тавлашмалла мар. Укçа-тенкӗ тăкакӗсем тупăшран ытларах пулӗç. Уйрăмах иккӗмӗш çур çулта ăна ăçтан тупасси шутлаттарӗ. Бизнесменсен бухгалтерие йӗркене кӗртмелле, унсăрăн тӗрӗслевсем хака ларӗç. Çирӗп сывлăхлă тарасасем чӗлхине чарайманнине пула больницăна лекме пултараççӗ. Нервсене упрăр, сăлтавсăр хирӗçӗве кӗмелле мар. Отпуска икке пайлани усăллă пулӗ - çуркунне курорта, кӗркунне вара санаторие.
СКОРПИОН 24.X - 22.XI
2017 çулта пурнăçăрта пысăк улшăнусем пулаççӗ. Çулталăк пуçламăшӗнчи пулăмсем харпăр сывлăхпа хăрушсăрлăх пирки шутлаттарӗç. Юратнă çыншăн тем тума та хатӗр пулатăр, уйрăмах çуркунне хăвăра лайăх енчен кăтартатăр. Качча кайнă, авланнă скорпионсем айккине пăхма пуçлаççӗ, шăпа епле пуласси хăвăртан тата совеç пурринчен килет. Пӗчченнисен пур енчен те лайăх çынпа паллашас шанчăк пур, ăçта та пулин каннă чухне. Карьера: чее пулни темле лару-тăруран та тухма пулăшӗ. Ку çулта ӗçре чăн-чăн кӗрешӳçӗ пулатăр. Пӗрремӗш çур çулта ыттисен шухăшӗпе килӗшни иккӗмӗш çур çулта çав тери пысăк утăм тума пулăшӗ. Пуçлăха ларма та пултаратăр. Парăма кӗрсе ӳкес темесен, укçа-тенкӗпе пӗлсе усă курмалла. Çуркунне улталанасран асăрханмалла, пӗлмен проектсене укçа хывмалла мар. Ку çулта сывă пурнăç йӗркипе пурăнасси çинчен шутламалла. Ӗçекенсем е туртакансем çăмăллăнах сиенлӗ хăнăхусене пăрахайӗç. Çулла санаторие кайни нерв системине йӗркелеме пулăшӗ.
УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Юпитер хӳтӗлекен паллăшăн 2017 çул çав тери лайăх пулать, ырă улшăнусем кӗтеççӗ. Юрату: февральтен пуçласа туйăмсем вăйланаççӗ, пӗчченнисем тинех савнипе çемье çавăрма шутлӗç. Çемьеллисен хутшăнăвӗсем çӗнелеççӗ, хăш-пӗри ача çуратасси çинчен шутлӗ. Ку çулта вăй хумасăрах карьера тăваятăр. Юлташăрсем е пуçлăхсем пулăшнипе пысăкрах должноçа ларма май пур. Кӗркунне хут ӗçӗнче асăрхануллăх кирлӗ. Ку çулта укçа-тенкӗпе хăвăр пӗлнӗ пек усă курнипе çывăх
çынсемпе хирӗçме пултаратăр. Çемьешӗн пысăк япала туянни усăллăрах пулӗ, сăмахран, автомашина, çурт е харпăр бизнес йӗркелесе ямалла. Çулталăк пуçламăшӗнче нумай ан ӗçӗр, ку сывлăха пӗтерӗ, ят та кайӗ. Тӗрӗс апатлану çине куçмасан ку çулта тăтăшах чирлеме пултаратăр. Чӗрепе юн тымарӗсен системине упрамалла.
ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Нумайăшӗшӗн çитес çул тӗрӗслев пек пулӗ. Çулталăк пуçламăшӗнчех кăткăс задачăсене хăвăр тӗллӗн татса пама, ыттисенчен ытларах ӗçлеме тивет. Юратнă çынпа хутшăнусем хăй еккипе каяççӗ, романтика çухалать, пӗр-пӗринчен сивӗнетӗр. Çулла пуçламăшӗнче мăшăрăр айккинче киленӳ тупнине пӗлме пултаратăр. Хăшӗсем уйрăлӗç те. Çавăнпа хӗллепе çуркунне хутшăнусене çирӗплетесси пирки шутлăр. Карьерăшăн тем тума та хатӗр пулатăр, анчах ку тӗрӗс мар. Капла юлташăрсемпе çывăх çыннăрсене çухататăр. Çулталăк варринче ӗçтешӗрсен ултавне çакланма пултаратăр, тимлӗрех вӗсемпе. Укçа-тенкӗ пӗрремӗш вырăнта пулмӗ, çывăх çынсене, тăвансене нумай пулăшма тивӗ, хытă ан пулăр. Ноябрьпе декабрь уйăхӗсенче маларах хывнă укçаран пысăк тупăш илме пулӗ. Сывлăх: çулталăк пуçламăшӗнчех щит евӗрлӗ парсене (щитовидные железы) тӗрӗслеттермелле. Иккӗмӗш çур çулта тарăхнипе çынсемпе час-часах хирӗçетӗр, эмоцисене йӗркелеме пӗлӗр.
ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Çăлтăрсем 2017 çул мыскараллă пулăмсенчен пуян пуласса систереççӗ. Хăш-пӗрисем укçаллă ӗç вырăнне çухатма пултараççӗ. Пӗр кунпа пурăнакансем хирӗçӳллӗ лару-тăрăва лекӗç. Юрату: шăпа лайăх çынна парнелеме пултарать, анчах ăна кирлӗ пек хаклаймастăр. Паллашусенчен ытларах уссине шыратăр. Ку çул, уйрăмах кӗркунне, çемье çавăрма лайăх. Çемьеллисене айккинелле туртӗ, тахçанах кăмăлланă çынпа тӗл пулас килӗ. Карьера: сире Уран хӳтӗлет, çавăнпа ӗçре хăвăра ирӗклӗ тытатăр. Харпăр ӗç пуçарас текенсен ӗçе вӗçне çитермеллех. Августра е сентябрьте ют çӗршыва ӗçлеме чӗнме пултарӗç, лайăх сӗнӳрен ан пăрăнăр. Ку çулта тăкаксем ӳсеççӗ, укçашăн улталама та пултаратăр, уйрăмах çуркунне. Тăкаксене чакарни тӗрӗсрех пулӗ. Кӗркунне тин кăштах сывласа яма пултаратăр. Сывлăх: пӗверпе хырăмай парӗсене тӗрӗслеттермелле. Çуркунне вӗçӗнче сиенлӗ хăнăхусенчен хăтăлма çăмăлрах пулӗ. Иккӗмӗш çур çулта шăмăсем аптратма пултараççӗ, çулталăк вӗçӗнче канма кайни усса кайӗ.
ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
2017 çулта эсир нихçанхинчен ăнăçлăрах пулатăр. Иккӗленӳсемпе хăранисене хыçала хăварса ыррине шанса хăюллă пулмалла. Юратура хӗрӳ пулмасан та вăл çумрах çӳрӗ. Ку çулта çемье çавăрмасан та мăшăр тупас шанчăк пур. Çемьеллисен хутшăнăвӗсенче шайлашу хуçаланӗ, тинех хăвăра кирлине çилленсе мар, чеелӗхпе тупма пултаратăр. Карьера: ку çулта хăнăхнă меллӗ пурнăçран пăрăнсан, йышăнусене хăвăр тӗллӗн тусан, яваплăхран хăрамасан çитӗнӳсем пулаççех. Уншăн февраль уйăхӗнчех кӗрешме пуçламалла. Ӗç улăштарма, ют çӗршыва пурăнма куçма пултаратăр. Укçа-тенкӗ енчен те çулталăк ăнăçлă. Çулла тупăша ӳстерни кӗркунне пысăк япала туянма май парать. Шулӗксенчен асăрханмалла, вӗсене хăвăр аллăрпах укçăра пама пултаратăр. Ют çынсене ан шанăр. Сывлăх: вар-хырăм аптратма пултарать. Хӗл уйăхӗсенчех органсене тӗрӗслеттермелле, çуллă апат ан çийӗр, диета тытăр. Шутласа калаçăр, унсăрăн çывăх çыннăрсемпе хирӗçсе нерв системине хавшатма пултаратăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев