Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ХУСАНКАЙ ÇУРАЛНĂРАНПА 115 ÇУЛ

Чăваш халăх поэчӗ Петр Хусанкай çуралнăранпа паяе 115 çул. Пурăннă пулсан цифровизаци паракан майсемпе еплерех усă курнă пулӗччӗ-ши вăл? Ăслă çын пулнă май, чи лайăххине ӗçе илетчех пулӗ.

Тутарстанра 2022 çул  Цифровизаци çулталăкӗ пек иртет. Çавна май, республикăра пурăнакансене нумай çӗнӗлӗх кӗтет. Паянхи саманари улшăнусем çине тӗрлӗрен пăхма пулать, вăл харпăр тавракурăмран, пӗлӳ, тӗнчекурăм, ăс-тăн шайӗнчен килет. Анчах пӗри иккӗленӳсӗр – цифра этемлӗх пурнăçне самай çăмăллатать, ӗç йӗркине хăвăртлатать, халиччен май пулманнине пуриншӗн те  уçă тăвать.
Чăваш халăхӗшӗн 2022 çул тепӗр пулăмпа та пӗлтерӗшлӗ: кăçал  эпир Чăваш халăх поэчӗн, пирӗн ентешӗмӗрӗн Петӗр Хусанкайăн 115 çуллăхне палăртатпăр. Хамăршăн ку çулталăкри ӗçе ун ячӗпе те çыхăнтарма йышăнтăмăр.
Хаклă вулакансем, эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, кашни çул пӗрремӗш номерпе пӗрле сирӗн пата «Сувар» календарӗ çитетчӗ. Кăçал та вăл çитӗ, анчах кăшт каярах. Календаре мӗне халалласси пирки нумай пуç ватрăмăр. Юлашкинчен Цифровизаципе Петӗр Хусанкайăн сăнарне пӗрлештерме шутларăмăр. Мӗншӗн тесен аслă поэтăмăрăн творчестви вилӗмсӗр, яланах актуаллă, хальхилле. Петӗр Хусанкай пурăннă пулсан цифровизаци паракан майсемпе еплерех усă курнă пулӗччӗ-ши? Ăслă çын пулнă май, чи лайăххине ӗçе илетчех пулӗ. Апла мӗнлерех тумалла-ха календаре? Ку идейăна пурнăçа кӗртме Чăваш Енри Йӗпреç районӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Мускавра пурăнакан çамрăк иллюстратор Ксения Кошелева пулăшрӗ. Инстаграмра ăна @сhuvishen.kka ятпа тупма пулать.  Пысăк тав ăна.
Хаклă вулаканăмăрсем, пирӗн календарь сире те килӗшессе шанатпăр.
Тӗп редактор. (Ксения Кошелева ӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество