Нина Владимировна ГАВРИЛОВĂНА САЛАМЛАТПĂР
Юратнӑ анне, кукамай, асанне, Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче çуралса ӳснӗ, Кивӗ Ӳселӗнче ӗмӗрне ӗмӗрленӗ Нина Владимировна ГАВРИЛОВА сентябрӗн 10-мӗшӗнче 90 çул тултарать. Хаклӑ çыннӑмӑра сумлӑ юбилей ячӗпе чун-чӗререн юратса ӑшшӑн саламлатпӑр!
Пурнӑç çулӗпе тата нумай-нумай çул утма хурçӑ пек çирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, тулли телей, канлӗ ватлӑх, тӗнчери мӗнпур ырлӑха сунатпӑр. Турӑ панӑ кашни куншӑн хӗпӗрте. Ачусемпе, мӑнукусемпе, кӗçӗн мӑнукусемпе савӑнса, ырӑ курса тата нумай çул пурӑнмалла пултӑр. Санӑн куçусем телейпе çуталччӑр, ӗмӗтӳсем çитсех пыччӑр, çумра яланах çывӑх çыннусем пулччӑр.
Тавах сана, аннемӗр, эс пурришӗн,
Кил чысӗпе çемье ӑшши пулнишӗн.
Татах та нумай çул эс пурӑнсам,
Пире пит лайӑх эс çумра пулсан!
Хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, ывӑлӗсемпе кинӗсем,
мӑнукӗсем, кӗçӗн мӑнукӗсем.
Авăн уйăхӗн 10-мӗшӗнче пирӗн пӗрремӗш учительница Нина Владимировна ГАВРИЛОВА 90 çул тултарать. Эпир ăна чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, пархатарлă та вăрăм кун-çул сунатпăр. Утас çулу яланах такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан, кӗрекӳ çывăх çынсенчен ан татăлтăр.
Нихăçан вăй-хал ан чактăр,
Пулăр сывлăхлă ялан.
Эпир ăшшăн саламлатпăр
Ыр сунса Сире чунтан.
Сирӗн вӗренекенӗрсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев