Володар Аркадьевич ТИМОФЕЕВА 70 çул тултарнă ятпа!
Хисеплӗ ӗçтешӗмӗре, пултаруллă та шанчăклă юлташа, Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçине Володар Аркадьевич ТИМОФЕЕВА январӗн 22-мӗшӗнче 70 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!
Вырăнти ЧНКЦна ертсе пыма тытăннăранпа районта чăваш сасси çӗнӗ вăйпа янрама пуçларӗ, çулталăкне тӗрлӗ шайри вун-вун мероприяти ирттерсе чăваш культурине аталантаратпăр, Теччӗ тăрăхӗ çӗр çинчи мӗнпур чăвашшăн чи сăваплă вырăн пулнăран çӗршер хăна йышăнатпăр. Ку вăл йăлтах эсир тăрăшнипе, тӗрев панипе пурнăçланакан ӗç. Çавăнпа пурнăçа паянхи пекех юратса нумай çул пурăнма çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, тулли телей сунатпăр. Мӗн ӗмӗтленни, палăртни пурнăçланса пытăр.
Районти мӗнпур чăваш ятӗнчен вырăнти ЧНКЦ хастарӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев