Эрнелӗх гороскоп 12.11 – 18.11
УХĂÇĂСЕН ку эрнере тахçантанпа лăпкăн çывăрма май паман тахçанхи парăмсене, проблемăсене татса пама май пулать.
ТАКА 21.III – 20.IV Ку эрнере укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ лайăх енне улшăнать, вăл çирӗпрех пулӗ. Юратнă çынпа пӗр чӗлхе тупма, тавлашусене пӗтерме тăрăшăр. Пӗчченнисемшӗн те аван вăхăт, хăш-пӗри хутшăнăвӗсене ЗАГСа кайсах çирӗплетме шутлӗ. Куçман пурлăх ыйтăвӗсене татса парасси те ăнăçупа вӗçленет.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V Ку эрнере юридиципе çыхăннă ӗçсене татса памалла, документсен, паспорт, виза, автомобиль прави тата ыттин срокне тӗрӗслӗр. Ӗçре кăштах проблемăсем пулӗç. Юратнă çынпа тимлӗрех пулăр, вӗсем сире кӗтеççӗ, шанаççӗ. Ача пуррисен вӗсен ӗçӗсемпе интересленмелле.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI Çак тапхăрта куçман пурлăхпа çыхăннă ӗçсем ăнаççӗ: юсав пуçласси, туянасси, сутасси, арендăна парасси. Çемьешӗн тăрăшни харама каймӗ. Тахçанах татăлнă юлташла çыхăнусем çӗнӗрен вăй илме пултараççӗ, вăл ӗçлӗ хутшăнусем çине куçма пултарать.
РАК 22.VI – 22.VII Кăткăс та хӗвӗшӳллӗ эрне. Тӗллеве пурнăçлама пӗр утăм кăна юлнă. Сывлăх çинчен шутлăр, санаторие путевка илсен те юрать. Хăш-пӗри инçетрен ырă хыпар илӗ, теприсем ӗç вырăнне улăштарас тейӗç.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII Тахçанах пуçланă проектсене малалла яма çав тери аван вăхăт. Сире хӳтӗлекенсем, хунтă паракансем пулӗç. Ӗçлӗ тӗлпулусене, канашлусене чӗнсен кайăр. Юратнă çынпа хутшăнусене йӗркелеме тăрăшăр, сăлтавсăрах ан кӳрентерӗр.
ХӖР 24.VIII – 23. IX Авантюристсемпе романтиксемшӗн ăнăçлă эрне. Хăрамасăрах теветкелленме пултаратăр, пуçăра кăна ан çухатăр. Укçапа ытлашши ан çӳпӗлӗр, вăл шута юратнине ан манăр. Ӗçре е харпăр пурнăçра питӗ пӗлтерӗшлӗ пулăм пулма пултарать.
ТАРАСА 24.IX – 23.X Астăвăр: укçа укçа патнех туртăнать, ăна пуçтарса хурăр, малашлăхра вăл çирӗп финанс лару-тăрăвӗн гаранчӗ пулӗ. Фитнес центра абонемент туянни сывлăхшăн усăллă пулӗ. Хăш-пӗрне шăл ыратни аптратма пултарать. Канмаллисенче хăнана кайма тивӗ е хăвăр пата тусăрсем килӗç.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI Кăткăс тапхăр, анчах малашнехи ӗçсемшӗн пӗлтерӗшлӗ. Нумай ӗç тума тивнипе вăхăтпа тухăçлă усă куратăр. Пурнăçăрти çăмăл мар çынсемпе хутшăнусене йӗркелеме пултаратăр. Ӗç енӗпе сӗнӳсем нумай пулаççӗ. Анчах малтанласа киввисене татса памалла.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII Лăпкăн çывăрма май паман тахçанхи парăмсене, проблемăсене татса пама май пулать. Ӗлӗкхи юлташăрсемпе тӗл пулма тăрăшăр. Ку усăллă та кирлӗ пулӗ. Пӗрле пӗр-пӗр курава е театра кайса килни туслăха çирӗплетӗ кăна. Пӗчченнисен чун савнине тупас шанчăк пур.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I Тăрăшни харама каймӗ. Пысăк укçа е ӗç енӗпе интереслӗ сӗнӳсем илме пултаратăр. Хăш-пӗри карьера енӗпе ӳсӗм тăвӗ. Çак вăхăтра килтисене манса ан кайăр, вӗсене те тимлӗх уйăрмалла. Канмаллисенче романтикăлла кăмăл пулӗ, мăшăрпа е савнипе ăçта та пулин кайса килме тăрăшăр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II Çӗнӗ ӗçе вырнаçма питӗ аван вăхăт. Ют çӗршыври ӗçтешсенчен илӗртӳллӗ сӗнӳ илетӗр е чикӗ леш енне командировкăна кайма тивӗ. Ку эрнере пысăк укçа илме пултаратăр, унпа куçман пурлăх е автомобиль туянма тăрăшăр.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III Укçа-тенкӗ лару-тăрăвне, харпăр пурнăçа йӗркене кӗртме ан та шухăшлăр. Çывăх вăхăтри тӗп задачăсем пирки шутлани малашнехи çитӗнӳсемпе çӗнтерӳсен çирӗп никӗсӗ пулса тăрӗ. Темиçе уйăха плансем тăвăр. Фитнес клуба абонемент туянма тăрăшăр, сирӗн тонуса çухатмалла мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев