«Кубань» салат
Купăстана, пылак пăрăçа, хăяра, сухана, помидора, укроппа петрушкăна турамалла. Пахча çимӗçсене кастрюле тултармалла, сахăр песокӗпе тăвар хушса пăтраштармалла.
Пӗрер сехетрен плита çине лартмалла та вӗреме кӗнӗ хыççăн 10 минут пӗçермелле. Унтан туранă укроппа петрушка, уксус тата тип çу хушса тата 10 минут пӗçермелле. Вӗриллех стерилизациленӗ банкăсене тултарса хупламалла. Банкăсене хулăн япалапа чӗркесе лартмалла. Сивӗнсен сулхăн çӗрте упрамалла.
Кирлӗ: 2 кг помидор, 2 кг хăяр, 2 кг пылак пăрăç, 2 кг купăста, 1 кг сухан, укроп тата петрушка, 4 кашăк тăвар, 2 кашăк сахăр песокӗ, 250 мл 9% уксус, 500 мл тип çу.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев