18 сехет тӗлне Тутарстанри суйлакансенчен 73,63 проценчӗ сасăланă
Çак хыпара ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев пӗлтерчӗ. Ку вăл 2 миллион та 160 пин çын
Тутарстанра суйлав участокӗсем хупăнчӗç. Суйлав комиссийӗсен пайташӗсем наблюдательсем сăнаса тăнă май, сасăсене хисепленӗ вăхăтра Пӗрлехи пресс-центрта экзитпол кăтартăвӗсемпе паллаштарчӗç.
Валиевшăн – 6,5 процент, Коробченкошăн 2,3 процент, Миннихановшăн 81,2 процент, Михеевшăн 4 процент, Сурчиловшăн 3,4 процент сасăларăмăр тесе каланă суйлав участокӗнчен хăйсен граждан яваплăхне пурнăçласа тухнă çынсем.
Хусанта сасăланă çынсене кабинкăна кӗрес умӗн виçӗ бюллетень пачӗç. Пӗри Президент суйлавӗ, тепри хула думин парти списокӗсемпе сасăлама, виççӗмӗш бюллетень Хусан думине пӗр мандатлă округсемпе суйланакансен бюллетенӗ.
Питӗ интереслӗ, экзитпол çыннисем паян кăна ӗçленӗ-ши е виçӗ кун хушшиех?
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев