Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ал тупанӗ пысăкăш кăкшăмпа ӗлӗк мӗн тума пултарнă?

Аксу районӗнчи Çӗнӗ Аксу ялӗн масарӗнче шăтăк алтнă чухне икӗ метр тарăнăшран тăм кăкшăм тухнă.

Кăкшăм çӗрте пуçхӗрлӗ выртнипе-ши, пӗрре те ванман, катăлман – лайăх сыхланнă. Çак япалана тупакансене унăн размерӗсем тӗлӗнтернӗ. Çӳллӗшӗпе кăкшăм 15 сантиметртан пысăк мар, ал тупанӗ çине вырнаçать.

Мӗн янă-ши ун ăшне ӗлӗк пурăнакан çынсем? Шел пулин те тупнă япала пушă пулнă. Çак япалана, паллах, никам та музее илсе кайман, вилепе пӗрле унăн шăтăкнех алтса пытарнă. Чăвашсен йăли çавăн пек.

Çапах кăкшăмăн сăнӳкерчӗкӗсем юлнă. Вӗсене эсир те курса хаклама пултаратăр. Çывăх вăхăтра археологсем те хăйсен пӗтӗмлетӗвне пӗлтерӗç.
Роза Чентаева ярса панă сăнӳкерчӗксем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев