Августăн 1-мӗшӗнчен контракт тăвакансене 1 миллион та 700 пин тенкӗ таран тӳлеме пуçлаççӗ
Ятарлă çар операцине Тутарстанран контрактпа каякансем малашне пӗр вăхăтрах 1 миллион та 705 пин тенкӗ таран тӳлев илме пултараççӗ.
Тӳлевӗн калăпăшӗ ӳсни РФ Президенчӗн çӗнӗ Указӗпе (августăн 1-мӗшӗнчен пуçласа çулталăк вӗçлениччен СВОна кайма контракт тăвакансене 400 пин тенкӗ тӳлесси пирки) çыхăннă.
Çапла вара Тутарстанра контракт тăвакансем пӗр хутчен çакăн пек тӳлевсем илме пултараççӗ, пӗрле хушсан 1 миллион та 700 пин тенке çитет:
1,005 миллион тенкӗ – Тутарстан Республикинчен;
400 пин тенкӗ – РФ Оборона министерствинчен;
300 пин тенкӗ таран – муниципалитетсенчен.
Укçа тӳленисӗр пуçне çӗнӗ патриот-контрактниксене республикăри тата федераллă шайри çăмăллăхсем парăнаççӗ. Предприятисем хăйсен контракт туса СВОна кайнă ӗçченӗсен ӗç вырăнне упраса хăвараççӗ, шалу тӳлеççӗ, мӗн кирлипе пулăшаççӗ. Вырăнти влаçсем вара вӗсен çемйисене пулăшса тăраççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев