Банк шулӗкӗсенчен мӗнле сыхланмалли ҫинчен
Усал шухӑшлӑ ҫынсем мӗнлерех чееленнин икӗ тӗслӗхне илсе кӑтартатпӑр
Телефонпа улталакансем алхассах кайнӑ тейӗн, хастартарах та харсӑртарах пулса пыраҫҫӗ. Ытларах чухне вӗсем имӗш те сирӗн укҫӑрсене хӳтӗлес текен банк ӗҫченӗсем пек пулса шӑнкӑравлаҫҫӗ.
Усал шухӑшлӑ ҫынсем мӗнлерех чееленнин икӗ тӗслӗхне илсе кӑтартатпӑр.
"Ятарлӑ счёт" ҫине куҫарни.
Сире мошенниксем тапӑннӑ тесе пӗлтереҫҫӗ, укҫӑрсем имӗш ак-ак вӗсен аллине куҫмалла. Мула упраса хӑвӑрас тесен укҫасене ятарлӑ (ӑна вӗсем "резервлӑ" е "хӳтӗленӗ" теме те пултараҫҫӗ) счёт ҫине куҫармалла. Тӗрӗссипе нимӗнле "ятарлӑ счет" та ҫук, сире мошенник картин номерне параҫҫӗ.
Ҫакна астумалла, банкра ӗҫлекенсем сире нихӑҫан та укҫӑрсене "хӳтӗленӗ счёт" ҫине е ытти счетсем ҫине куҫарма сӗнмест. Ҫакнашкал шулӗксем ҫеҫ хӑтланаҫҫӗ. Сире шӑнкӑравлакан этем сӗннипе е ыйтнипе нимӗнле ӗҫсем те ан тӑвӑр.
"Мана кӑна шанӑр"
Укҫӑрсене тепӗр счёт ҫине куҫарма е картӑрӑн номерне калама ыйтакансем сире банка шӑнкӑравлама кирлӗ мар теҫҫӗ, имӗш унта шанчӑксӑр сотрудник трубкӑна тытма пултарать. Унсӑр пуҫне суеҫҫӗ сирӗн укҫӑрсене банкра ӗҫлекен мощенник вӑрласшӑн тесе пӗлтерме пултарать, вӑл ӑна тытса чарма пулӑшма ыйтма пултарать. Тӗрӗссипе ултавҫӑ хӑйне тӑрӑ шыв ҫине кӑларассинчен шикленет.
Ҫакнашкал шӑнкӑравсенче кӑштах та пулин иккӗленетӗр пулсан, тӳрех калаҫӑва татӑр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев