Бензин хакӗ ҫывӑх вӑхӑтра ӳсмелле мар
Тутарстанри нефть трейдерӗсем бензин хакне ӳстерме шутламаҫҫӗ
Санкт-Петербургри халӑхсем хушшинчи таварпа чӗртавар биржин (СПбМТСБ) кӑтартӑвӗсемпе, топливон опт хакӗсем 2020 ҫулхи декабрьтенпе ӳсеҫҫӗ. Анчах Тутарстанри заправкӑсен хуҫисем хальлӗхе розница хакӗсене ӳстерме палӑртмаҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене Нефтепродуктсемпе тивӗҫтерекен предприятисен Тутарстанри ассоциацийӗн президенчӗ Ирек Сулейманов пӗлтернӗ.
"Хаксене ӳстерме никам та хатӗрленмест. Ку пирӗн тӗллев мар. Эпир яланах хаксен паритечӗ пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Опт тата розница хакӗсем хушшинчи уйрӑмлӑх адекватлӑ пулмалла. Заправкӑсен те укҫа ӗҫлесе илмелле", – палӑртнӑ Сулейманов.
Раҫҫейре бензинӑн опт хакӗсем уҫӑ рынокра йӗркеленеҫҫӗ, розница хакӗсене административлӑ майпа тытса тӑраҫҫӗ. Ҫӗршыв Правительствин постановленийӗ тӑрӑх, АЗС-сем хаксене инфляци шайӗнчен ҫӳллӗрех тума пултараймаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев