Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇЕМЬЕ ФЕРМИСЕНЕ АТАЛАНТАРМА ГРАНТ ПАРАÇÇӖ

ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви çемье фермисене аталантарма грант конкурсне пуçлани çинчен пӗлтерет ведомствăн пресс-служби. Заявкăсене кăçал январӗн 24-мӗшӗнчен пуçласа февралӗн 22-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Заявкăсене 420014, Хусан хули, Федосеевская урамӗ, 36-мӗш çурт, 3-мӗш хут, 309-мӗш пӳлӗм адреспа ӗç кунӗсенче  ирхине 9 сехетрен пуçласа 16 сехетчен йышăнаççӗ.

КАЛЛЕХ АФРИКА МУРӖ-И?
Тутарстанра сысна ӗрчетекен 8 предприяти Африка мурӗпе, 5-шӗ чăх-чӗп грипӗпе чирлес хăрушлăхра, тесе пӗлтернӗ ТР Министрсен Кабинечӗн Ветеринарин тӗп управленийӗн тата Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗн коллегийӗнче.
Павлă, Балтаси, Пӗкӗлме, Лениногорск, Анат Кама, Сарман районӗсенчи 8 хуçалăх Африка мурӗпе чирлеме пултарать, мӗншӗн тесен вӗсен биологи хӳтлӗхӗ çителӗклӗ шайра мар-мӗн. ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров сысна ӗрчетекенсене ку енӗпе Пăвари «Авангард», Саба районӗнчи «Татмитагро» хуçалăхсенчен, чăх-чӗп хуçалăхӗсене Çырчаллинчи «Ярательпе» «Челны Бройлер» хуçалăхсенчен тӗслӗх илмеллине каланă. Кунта профилактика мерисем çав тери лайăххине палăртнă вăл. Асăннă 8 хуçалăхăн Ветеринари управленийӗн хушăвӗсене вăхăтра пурнăçламаллине манмалла мар, унсăрăн ӗçлеме чарма та пултараççӗ. Нумай пулмасть кăна-ха ветеринари законодательствине пăснă «Халиков» хресченпе фермер хуçалăхӗ (Саба районӗ) енӗпе пуçарнă ӗçе суд пăхса тухса ӗçлеме чарнă. Çакăн йышши тавăçсем судра ытти хуçалăхсем енӗпе те пур.

ПĂРУСЕМ МӖНШӖН ВИЛЕÇÇӖ?
2021 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, Тутарстанра ултă уйăха çитмен пăрусем Алексеевски, Элкел тата Çарăмсан районӗсенче чи нумай вилнӗ. Сăлтавӗ – вар-хырăм тата сывлав органӗсен чирӗсем. Вӗсем чăн малтан пăрусене усрамалли условисемпе, апатлантарас технологисемпе çыхăннă. Управленин тата Республикăн ветеринари лабораторийӗн специалисчӗсем выльăх тухтăрӗсене чире вăхăтра палăртса сиплес енӗпе тӗрлӗ енлӗ пулăшу параççӗ. 2021 çулта 43 муниципаллă районăн ветеринари лабораторийӗсем УЗИ аппаратне туяннă, унпа мӗнле ӗçлемеллине вӗренмелли курссене çӳренӗ. Тутарстанра пӗтӗмпе лицензиллӗ 40 ветеринари лабораторийӗ ӗçлет. Кăçал мăйракаллă шултра выльăха шута илсе пӗтерӗç те ытти килти выльăхсене идентификаци тума тытăнӗç.
Хамăр инф.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев