Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эпир пăлхар ят ăçтан тухни пирки нумай тавлашатпăр

Пăлханакан халăх пулнă вăл теççӗ тата «пул+кар» сăмахсенчен пулса кайнă теççӗ. Анчах та çак сăмахăн пӗлтерӗшӗпе ячӗ хӗвелтухăç енче пулнă тесе шутлакансем сахал. Историксен тӗпчевӗсем тăрăх паллă, Атăл тăрăхне пирӗн несӗлсем темиçе тапхăрпа куçа-куçа килнӗ: VII ӗмӗрте, IX ӗмӗрте тата XI ӗмӗрте. Афганистан çурçӗрӗнченех килмен-ши вӗсем?

Балх хула Афганистанри Балхаб юханшывӗ çинче ларать. Вăл Мазари Шарифран 20 çухрăмра, Амударья юханшывӗнчен 70 çухрăмра. Пурçăн çул аталаннă вăхăтра унта пурăнакан халăхăн шучӗ 1 миллион çынна çитнӗ пулнă. Чи авалхи хуласенчен пӗри. Эллинизм тапхăрӗччен Персири зороастризм центрӗ шутланса тăнă. Легендăсем тăрăх унта Заратуштра çуралнă. 7 ӗмӗрте çак хулара 100 ытла буддист мăнастырӗ пулнă. 
Арабсем кунта 640 çулта кăна çитнӗ, вӗсем хулана аркатнă. Унтан 710 çулта кунта тӗпленнӗ. Каярах хулана монголсемпе Тимур пӗрре мар тапăнса çӗмӗрнӗ. Çакна пăхмасăрах 1260 çулта Марко Поло çак хула çинчен «аслă, пуян, тивӗçлӗ» тесе çырать. Хула пуян пулнипех уншăн Бухара ханствипе перссем, афганецсем уншăн тăтăшах кӗрешнӗ. 1850 çулта ăна Афганистан эмирӗ хăй аллине илсе пăхăнтарать. Кунта Хаджи Парси вилтăприн мавзолейӗ сыхланса юлнă. Ăна симӗс мечӗт е Турă сăмахне çынсене çитерекенӗн масарӗ теççӗ. Тӗлӗнмелле те, анчах масар сăмах пӗлтерӗшӗ чăвашсенни пекех кунта. Çакă пирӗн историлле тымарсене çыхмасть-ши?   
Балх хули Хăрасан тăрăхне кӗрекен чи пысăк хуласенчен пӗри пулнă. Палăртса хăвармалла, кунта ӗлӗк турхан хуçа пулнă. Хула мечӗчӗ 9 куполлă пулнă. Халăх ислам тӗнӗпе пурăнать халӗ те, унта пир-авăр ӗçӗ вăйлă аталаннă, сурăх тирӗ туса хатӗрлесси. Хальхи вăхăтра Балх хулинче 77 пин çын пурăнать. Унта кайса тӗпчев ирттерес текен чăваш ученăйӗсем çукрах пулмалла. Апла пулин те шухăшламаллăх пур кунта. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев