Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Ералаш» ашшӗ Борис Грачевский пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ

Борис Юрьевичпа 2019 çулта вăл Хусанти Халăхсен хушшинчи кинофестивале килсен паллашнăччӗ. Çапах вăл мӗнлерех ырă та кăмăллă çын пулнине пӗлме кӗске интервьюпа творчествăлла тӗлпулу та çитрӗ. Борис Грачевский çынпа уççăн калаçатчӗ, хăйне ахаль тытатчӗ. Ун чухне вăл «Ералашпа» çыхăннă çӗнӗ проектсем шухăшра пуррине пӗлтернӗччӗ. Пурнăç вӗресе тăратчӗ-ха унра.

Паянхи ир хурлăхлă хыпарпа пуçланчӗ. Çӗршывра мӗн пулса иртнине пӗлес тӗллевпе телевизора хускатрăм та Борис Грачевский вилсе кайнине пӗлтерни илтнӗ пӗрремӗш хыпар пулчӗ. Шанас килмерӗ, Борис Юрьевич питӗ йăрă, хавас кăмăллă çынччӗ. Унра пурнăç тапса тăратчӗ. 

Борис Грачевский Совет тата Раççей кинорежиссерӗ, сценарист, кинопроизводство йӗркелӳçи, «Ералаш» ача-пăча киножурналăн илемлӗ пултарулăх ертӳçи, «Ника» кинематографи искусствисен Раççей академийӗн пайташӗ, Раççей искусствисен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, РФ Правительствин преми лауреачӗ. 

Борис Юрьевичăн биографийӗ питӗ интереслӗ. Вăл 1949 çулта еврей çемйинче çуралнă. Çамрăк чух киноискусствăран питӗ инçе пулнă. Шкул пӗтернӗ хыççăн Калининградри механика техникумӗнче токарь специальноçне алла илнине шута илсен уйрăмах. Çар хӗсметӗнчен таврăнсан, 1968 çулта, вăл Горький ячӗллӗ киностудие грузчик пулса ӗçе вырнаçнă. Çапла майӗпен кинопроизводство çывăхнерех куçать темелле. Ӗçленӗ хушăра паллă актерсене, кино ӳкернине час-час курма тивни унра кино производстви патне туртăм çуратнă пулмалла. Çулталăкран вăл ВГИКа та вӗренме кӗрет, сăмах май, ăна 23 çултан тин пӗтерет. 1974 çулта вара эпир пурте пӗлекен «Ералаш» ача-пăча киножурналне Александр Хмелик драматургпа пӗрле йӗркелесе ярать. Ун валли Борис Юрьевич хăй те сценарисем çырать, хăш чух актер шутӗнче ӳкерӗнет те. 

Киножурнал тухма пуçласанах пурин юратăвне те – ача-пăчаран пуçласа ваттисем таранах çӗнсе илет. Паян ак çак хурлăхлă хыпар килсе çитрӗ.... Борис Юрьевича хăйне лайăх пӗлетӗп тесе калаймастăп, çапах та тус-юлташ мар. Унпа 2019 çулта вăл Хусанти Халăхсен хушшинчи кинофестивале килсен паллашнăччӗ. Çапах вăл мӗнлерех ырă та кăмăллă çын пулнине пӗлме кӗске интервьюпа творчествăлла тӗлпулу та çитрӗ. Борис Грачевский çынпа уççăн калаçатчӗ, хăйне ахаль тытатчӗ. Ун чухне вăл «Ералашпа» çыхăннă çӗнӗ проектсем шухăшра пуррине пӗлтернӗччӗ. Пурнăç вӗресе тăратчӗ-ха унра. Хăйӗн çичче кайнă кӗçӗн хӗрӗ çинчен те ăшшăн аса илчӗ, унпа çыхăннă тӗрлӗ камитсем çинчен каласа пачӗ. 2020 çулхи апрель уйăхӗнче виççӗмӗш мăшăрӗнчен унăн Филипп ывăлӗ çуралчӗ. Савăнса кăна пурăнмаллаччӗ те, хăрушă чир çемье телейне шеллесе тăман... Борис Грачевский январӗн 14-мӗшӗнче, пӗтӗм Раççей Кивӗ Çӗнӗ çула уявланă кун, пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ. Анчах унăн çутă сăнарӗ, 12 çулти (Борис Юрьевич чунӗпе хăйне 12-ре тетчӗ. –авт.) шух ачанни евӗр кулли ӗмӗр пирӗн асра упранӗ.

Пысăк тав, Борис Юрьевича Раççей кинематографине, Раççей халăхӗ валли нимпе виçеми пуян еткер хăварнăшăн.  

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество