Июнӗн 10-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упире Акатуй пулать
Уяв мешехине ирхине 9 сехетрех пуçласшăн йӗркелекенсем, мӗншӗн тесен кăнтăрла питӗ шăрăх пулма пултарать
Унта чăваш çăлтăрӗсенчен «Асамат» ушкăн, «Сувар», «Суварята» ташă ансамблӗсем хутшăнни паллă тата Чӗмпӗрти «Сăрнай» ушкăн. Акатуй лапамӗ, паллах, йăлана кӗнӗ спорт вăййисемпе тата ăмăртусемпе, хаваслă юрă-ташăпа тата вăйă-кулăпа тулӗ.
Июнӗн 9-мӗшӗнче 20:00 сехетре Анатолий Музыкантов ертсе пыракан ачасем вырăнти клубра ял халăхӗ валли пысăк концерт кăтартӗç.
Кăçалхи Акатуя çӗпрелсем чăваш йăли-йӗркисене пăхăнса пуçласшăн. Уписен йăлисенчен пӗри – чӗннӗ хăнасене кукăль валеçсе парасси.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев