Инҫетри тӑван ял юманӗсем кил ҫумӗнче кашлаҫҫӗ
Альберт Миронович ҫутҫанталӑка упрас ӗҫре сахал мар ҫитӗнӳсем тунӑ
ТР ЧНКА Канашӗн Предселателӗн ҫумӗ Константин Малышев Лайӑш районӗнчи Аслӑ Кабан ялӗнче пурӑнакан "Сувар" хаҫатӑн штатра тӑман корреспондентне Альберт Кольцова ТР Эколгипе ҫут ҫанталӑк рессурсӗсен министерствин хушӑвӗпе ведомствон Тав Ҫырӑвне парса чысларӗ.
Альберт Миронович ҫутҫанталӑка упрас ӗҫре сахал мар ҫитӗнӳсем тунӑ.
Ялти ҫырансене хӳтӗлессинче вӑл уйрӑмах тӑрӑшулӑх кӑтартнӑ. 300 яхӑн тӗп тӗрлӗ йывӑҫ лартса ҫутҫанталӑка усӑ кӳнисӗр пуҫне, вӑл ҫулсерен ишӗлсе пыракан ҫырӑна йывӑҫсен тымарӗсемпе тӗреклетнӗ.
Альберт Кольцов лартнӑ йывӑҫсен тӗммисене хӑй тӑван ҫӗрӗнчен – Чӑваш Республикинчи Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен илсе килнӗ, ҫав шутра 33 кӗреш- паттӑр юмана та.
Унсӑр пуҫне нумай пулмасть Альберт Кольцов "Птицы в наших краях" кӗнеке кӑларнӑччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев