Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăçалхи Уява онлайн-меслетпе 110 пин çын пăхнă

Республикăри чăваш культурин «Уяв» праçникӗ кӗрлесе иртсе кайнăранпа 3-мӗш эрне пырать пулин те, ун çинчен калаçма халӗ те чарăнмаççӗ-ха. Интернет та видеосемпе тулли.

«Уява» йӗркелекенсенчен пӗри, ТР Культура министерстви çумӗчи «Таткультресусрцентр» пӗлтернӗ тăрăх, Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнчи мешехе 15 пин ытла çын пуçтарнă. Унта Тутарстанран 62 пултарулăх ушкăнӗ хутшăннă, Раççей регионӗсенчен 92 фольклор коллективӗ тата уйрăм эстрада артисчӗсем - Христофоров, Шадриков, Ермолаев, Московский, Фарида, Кузнецова, Федорова, Степанова тата ыттисем. Вӗсемсӗр пуçне 38 ал-ӗç ăсти хăйсен куравӗсемпе килнӗ «Уява». Пуçлăхсем енчен те ытти халăх уявӗсенчен ирттерчӗ кăçалхи «Уяв» Тутарстан Президенчӗ, Чăваш Ен Пуçлăхӗ, Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ саламларӗç халăха тӗп сцена çинчен. Геннадий Зюгановпа пӗрле РФ Патшалăх Думинчен 24 депутат килсе çитрӗç. Хамăр Республикăри министрсем, районсен пуçлăхӗсем те нумайăнччӗ. ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсене Фарид Мухаметшин ертсе килнӗччӗ, Чăваш Республикин Парламенчӗн депутачӗсене Леонид Черкесов. Юрлас-ташлас текенсем валли 4 сцена тата 8 площадка хатӗрленӗччӗ, вӗсенчен пӗри – сăвăçсемпе прозаиксем валличчӗ.

Ӗлӗк авалах ваттисем çакна шаннă: Уявра яш-кӗрӗм мӗн чухлӗ хытăрах юрлать, тыр-пул çавăн чухлӗ лайăхрах ӳссе çитӗнет. Кӗскен каласан, кăçал тырă лайăх пулмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев