Камила Валиева Раҫҫейри Гран-прин пӗрремӗш тапхăрĕнче ҫӗнтернӗ
Ӑмӑртусен пӗрремӗш кунӗнче хӗрсем хӑйсен кӗске программисене кӑтартнӑ. Унта Валиева мала тухнӑ.
Ирӗклӗ программӑра Валиеван 12-мӗш номерпе пӑр ҫине тухмалла пулнӑ. Нумай пулмасть травма илнӗ пулсан та, фигуристка тваттӑллӑ тулуп кӑтартма хатӗрленнӗ. Камила татах антидопинг ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ программӑн кӑтартнӑ. Пӗрремӗш хут сиксенех, тваттӑллӑ тулуп тунӑ вӑхӑтра вӑл йӑнӑшса ӳкет. Ун хыҫҫӑн Валиева виҫҫӗллӗ флип тата икӗллӗ аксель комбинацине тӗрӗс кӑтартать. Ҫийӗнчех виҫҫӗллӗ риттбергер, виҫҫӗллӗ тулуп тата виҫҫӗллӗ флиппа виҫҫӗллӗ сальховый кӑтартать. Программа вӗҫленнӗ ҫӗре Валиева тепӗр хут виҫҫӗллӗ лутц сикет те номере пуҫне капюшон тӑхӑнса вӗҫлет. Судьясем ун ӗҫне 244.66 балпа хакланӑ, ҫакӑ Валиевана Мускаври тапхӑрта ҫӗнтерекене кӑларнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев