Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

  ХАЛĂХСЕН ТУСЛĂХӖ ТӖП ВЫРĂНТА

Нацисен хутшăнăвӗсене те пӗр пек тимлӗх уйăрмалла. Енчен те пӗрне çӗклесен, теприне пусарсан туслăх арканать

Иртнӗ эрне вӗçӗнче, декабрӗн 22-мӗшӗнче, редакци ӗçченӗсем Нурлат районӗнче пулчӗç. Ӗçлӗ тӗлпулусем Нурлат муниципаллă районӗн пуçлăхӗн çумӗпе Линар Маняповпа, Нурлатри Туслăх Çурчӗн директорӗпе, ЧНКЦ председателӗпе Галина Терентьевăпа, Нурлат хула канашӗн председателӗн çумӗпе Владимир Кашкаровпа пулчӗç.

Нурлат – чăвашсем йышлă пурăнакан район. Шел пулин те, кунта чăвашсем вырăсланса пырасси пысăк хăвăртлăхпа пурнăçланса пырать. Тӗп проблема – ашшӗ-амăшӗ килӗнче ачисемпе чăвашла калаçманни, шкулсенче тăван чӗлхепе литература урокӗсен сехечӗсене чакарни. Галина Терентьеван сăмахӗсемпе, хăш-пӗр шкулта чăваш чӗлхине кашни класра та вӗренмеççӗ. 3, 5-6, 9-мӗш классенче пур, ыттисенче çук. Ăçта логика? Мӗнле ăнлантармалла ку йӗркене?
Тӗрӗссипе, чӗлхе ыйтăвӗ тӗлпулăвăн тӗп теми пулчӗ.
«2021 çул – Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ. ТР Президенчӗ ку йышăнăва питӗ вăхăтлă турӗ. Чӗлхе ыйтăвӗ чăвашсен кăна мар, тутарсен те, марисен те, ытти пӗчӗкрех халăхсен те пур. Ачасем тăван чӗлхепе калаçмаççӗ. Çавăнпа пирӗн çитес çулхи плансем пысăк. Нурлат – нумай нациллӗ район. Хамăр ӗçсене çакна тӗпе хурса пурнăçлатпăр. Район пуçлăхӗн Алмаз Салимовичăн йышăнăвӗпе акă центр варрине халăхсен туслăхӗн символне вырнаçтартăмăр», – лару-тăрупа паллаштарчӗ Линар Маняпов.
Сăмах май, архитектурăн пӗчӗк формин палăкӗн идейине Алмаз Ахметшин хăй панă. Халăхсен пӗрлӗхне вăл куб евӗр ăсталама ыйтнă. Унăн тимӗр енӗсене чăваш, вырăс, тутар тӗррисемпе илемлетсе касса кăларнă. Куб шӗвӗр вӗçӗ çинче тăрать. Ку ӗнтӗ халăхсен туслăхӗн черченлӗхне сăнлать. Енчен те хăш-тăр енӗ çине нагрузка ытларах тивсен куб ӳкет. Нацисен хутшăнăвӗсене те пӗр пек тимлӗх уйăрмалла. Енчен те пӗрне çӗклесен, теприне пусарсан туслăх арканать. Çавăнпа хаклă баланса упрама пӗлмелле. Нурлат районӗн​ ертӳçисем​ хула варрине туслăх символне лартса питӗ тӗрӗс тунă. Иртен-çӳрене палăк туслă пурăнмаллине аса илтерсех тăрать.
Çитес çул тăван чӗлхесене пысăк тимлӗх уйăрмаллине палăртса Линар Нурисламович районта «Сувар» хаçатăн çырăнтару кăтартăвӗсемпе те интересленчӗ. Ун шучӗпе, республикăри чăваш хаçатне 100 ытларах кăна çырăнни нурлатсемшӗн çителӗксӗр. Çитес çул кăтартусем пач урăхла пулмаллине палăртрӗ.

Ирина ТРИФОНОВА.
«Туслăх» хаçатăн сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев