Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лайӑххисен хушшинче лайӑххи

Нумай пулмасть Тутарстан Республикин муниципаллӑ йӗркеленӗвӗсен Канашӗн ҫуртӗнче 2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсемпе чи лайӑх ӗҫленӗ ентешлӗхсене чысланӑ. Кашни ентешлӗх ӗҫе хӑйсен территорийӗн, тӗрлӗ нацилӗхӗн уйрӑмлӑхӗсене, йӑлисене, район аталанӑвӗн векторне шута илсе туса пырать.

"Кашни мероприяти республикӑра тата унӑн тулашӗнче пурӑнакансем хушшинче культура еткерлӗхӗпе йӑласем аталанччӑр тесе хӑйӗн пайне кӗртет, - чӗнсе каланӑ Ентешлӗхсен координаци канашне пухӑннисене ТР Муниципаллӑ йӗркеленӳсен Канашӗн председателӗ Экзам Губайдуллин. - Анчах та чи пӗлтерӗшли - пӗр-пӗрне тӗрев парса хамӑр нацисен уйрӑмлӑхӗсене упраса эсир ӑрусен ҫыхӑнӑвӗшӗн ҫирӗп никӗс хыватӑр".
Хӑйсен ӗҫне Хусанта илсе пыракан ентешлӗхсен хушшинче пӗрремӗш вырӑна Пӑва ентешлӗхӗ йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, ҫак ентешлӗх чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ мероприятисем те ирттерме пулӑшать. Вӗсен шутӗнче" Сувар" хаҫат кубокӗшӗн футбол турнирӗ те пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев