«Никам та манăçман»: сăнӳкерчӗксем кӗтетпӗр
Сăнӳкерчӗксене редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине е Раççей Почти урлă çырупа ярса памалла
Хаклă вулакансем!
Кăçал Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитет. Пирӗн, хальхи ăрăвăн, Аслă Çӗнтерӳшӗн пурнăçне, сывлăхне шеллеменнисен, тылра ырми-канми тăрăшнисен ячӗсене яланах асра тытмалла, ачасене те вӗсем пирки каласа памалла. Çакна шута илсе хаçатра «Никам та манăçман» акци ирттерме шутларăмăр. Вăрçа хутшăннă, тылра ӗçленӗ тăванăрсен сăнӳкерчӗкӗсене кӗтетпӗр. Сăнӳкерчӗкри çыннăн ятне, ашшӗ ятне тата хушаматне, вăл хăш районтан, ялтан пулнине çырма ан манăр.
Сăнӳкерчӗксене редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине е Раççей Почти урлă çырупа ярса памалла.
Редакци.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев