Паян – Воспитатель кунӗ. Ача садӗнче ӗçлекенсене ТР вӗрентӳпе наука министрӗ саламланă
Паян Раççейре Воспитатель тата шкулчченхи учрежденисенче ӗçлекенсен кунне паллă тăваççӗ. Çак уяв ячӗпе педагогика ӗçченӗсене ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин саламланă.
«Хисеплӗ воспитательсем, шкулчченхи учрежденисенче ӗçлекенсенсем тата педагогика ӗçӗн ветеранӗсем! Тутарстанра шкулчченхи вӗрентӳ çӗршывăмăрти чи лайăх йăласене, культура хаклăхӗсене никӗсе хурса йӗркеленсе, хальхи самана ыйтнă пек аталанса пырать. Шкула кайичченхи ачалăх вăл кашни ачашăн чи хаклă вăхăт. Çак тапхăрта ачара чи пӗлтерӗшлӗ пахалăхсем йӗркеленеççӗ. Шăпах педагогсем, воспитательсем ачара чи лайăх енчене аталантарасшăн тăрăшаççӗ. Пӗчӗкскерсен пӗрремӗш вӗрентекенӗсем шăпах эсир – воспитательсем. Çавăн пекех çамрăк ашшӗ-амăшӗсен наставникӗсем те.
Паян республикăри шкулчченхи вӗрентӳ системинче 50684 çын тăрăшать, çав шутра 21 пин ытла педагог. Ку йыша воспитательсем, музыка ертӳçисем, психологсем, логопедсемпе дефектологсем тата, паллах ӗнтӗ, шкулчченхи учрежденисен ертӳçисем.
Палăртас килет, пӗр ача сачӗ те поварсăр, кӗçӗн воспитательсемсӗр, медсестрасемпе ытти ӗçченсемсӗр ӗçлеймест. Вӗсем ача садӗнчи условисене лайăхлатассишӗн, пирӗн ачасем унта хăйсене аавн туйччăр тесе ырми-канми тăрăшаççӗ.
Сирӗн ырă кăмăлăр, чун ăшшипе педагогика ăсталăхӗ ачасен кашни кунне телейлӗ те савăнăçлă тума пулăшаççӗ. Сире пӗтӗм кăмăлтан çирӗп сывлăх, оптимизм, çитӗнӳсем, пӗтӗм ыррине сунатăп. Сирӗн пурнăçăр тăванăрсемпе çывăх çыннăрсен юратăвӗпе, эсир воспитани паракан ачасен тата ашшӗ-амăшӗсен хисепӗпе, ӗçтешӗрсен тӗревӗпе тулли пултăр!» – тенӗ Ильсур Гараевич Хадиуллин хăйӗн саламӗнче.
Пӗлме: пурӗ республикăри шкулчченхи учрежденисенче 21863 педагогика ӗçченӗ, 16518 воспитатель, 891 аслă воспитатель, 1381 музыка ертӳçи, 714 физкультура инструкторӗ, 1126 учитель-логопед, 191 учитель-дефектолог ӗçлет.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев