Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПИРӖН ТУССЕН ШУЧӖ ӲСРӖ

Тăванăмăрсем, сире пысăк тав хаçата пысăк хак панăшăн, пирӗн ӗçе çӳле хурса хакланăшăн. Малашне те пӗрле пулар, тăван халăхăмăрăн пуласлăхӗ пиртен кашнинчен килет.

  ​Январӗн 13-мӗшӗнче журналистсем Раççей Пичет кунне палăртаççӗ. Çак кун çулсерен «ТАТМЕДИА» акционерлă обществăна кӗрекен массăлла хыпар хатӗрӗсен представителӗсемпе ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин тӗл пулать.

Фарид Хайруллович пӗтӗм тӗнче пандеми йывăрлăхне кӗрсе ӳкнӗ пулин те журналистсен ӗçӗн кирлӗлӗхӗ, пӗлтерӗшӗ чакманнине, çакна​ «ТАТМЕДИА» АОна кӗрекен хаçат-журналсен пӗрлехи тиражӗ 20 процента ӳсни çирӗплетнине палăртрӗ. «Республикăри журналистика çӗршывӗпе те малтисен ретӗнче. Эсир уникаллă аталану формисене шырама пăрахмастăр. Ялан халăхпа пӗрле», – терӗ Фарид Мухаметшин. Парламент пуçлăхӗ журналистсене тӗрӗс критикăшăн, пурнăçри чи çивӗч проблемăсене тимлӗхе илсе сӳтсе явнăшăн, республикăра пурăнакан кашни нацин, конфессин интересӗсене шута илнӗшӗн тата халăхсен туслăхне çирӗплетме тăрăшнăшăн тав турӗ. ​
Редакци ӗçченӗсен ятӗнчен эпир те ӗçтешсене уявпа саламлатпăр. Хамăрăн юратнă вулакансене Çӗнӗ 2021 çулта пирӗнпе пулнăшăн тав тăватпăр. «Сувар» хаçатăн тусӗсем хушăнни тираж ӳснинчен те​ курăнать.
Тăванăмăрсем, сире пысăк тав хаçата пысăк хак панăшăн, пирӗн ӗçе çӳле хурса хакланăшăн. Малашне те пӗрле пулар, тăван халăхăмăрăн пуласлăхӗ пиртен кашнинчен килет.
Ирина ТРИФОНОВА,
тӗп редактор.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев