Пӗр чиртен сыхланас тесе теприне ертме пулать
Ман шутпа Covid-19 чирӗ ӗҫ коллективӗсенче мар, транспортпа поликлиникӑсенче сарӑлать (вырӑсла каласан, носительсен температура пулмасса та пултарать теҫҫӗ вӗт). Иккӗшӗнче те ҫынсем пӗр-пӗрин патне ҫывӑх тӑраҫҫӗ. Ӗҫре дистанцие тыткалама пулать-ха.
Паян гриппран вакцина тумашкӑн Хусанти 10-мӗш поликлиникӑна кайрӑм. Прививка тӑвакансем малтан терапевт патне каймалла тӗрӗҫ. Регистратурӑра халӑх – лӑк тулли. Больничный илекенсем, тӑсакансем, хупакансем - черете тӑрса тухнӑ, пӗр вӑтӑрӑн та пур-тӑр. Кам ӳсӗрет, кам нӑшлатать. Ҫывӑх тӑраҫҫӗ, поликлиника коридорӗсем сарлака мар. Вӗсен хушшинче ковидлисемпе контакта кӗнӗ сывӑ ҫынсем те пур ӗнтӗ. Мӗн тумалла? Кӑнтӑрлахи тӑхтав вӑхӑчӗ иртет вӗт.
Регистратурӑри хӗр мана дежурнӑй терапевт патне направлени парать. Вӗсем иккӗн йышӑнаҫҫӗ. Анчах кашнин патне 20-шер ҫын черет чирлисем. Маскисем – чылайӑшӗн сӑмсисене хупламан.
Врачсем пӗр ҫынна сахалтан та 10-15 минут йышӑнаҫҫӗ. Ытларах хут ҫырса иртет вӑхӑчӗ. Хут ҫинче веҫ аван ҫав пирӗн. Ак паян та 58-ӑн чирленӗ. 8-шне пульницана вырттарнӑ, 50-шне килӗсене янӑ.
"Мӗн тума килтӗм кунта паян?!" – тесе хама-хам вӑрҫа пуҫларӑм ӗнтӗ. Пӗр чиртен сыхланас тесе теприне ҫаклатса кайӑн.
Ҫапах прививка тутартӑм пурпӗр. Юрать-ха палланӑ ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ вӑл поликлиникӑра. Ыттисен мӗн тумалла?
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев