Пуçламăш ушкăнсен хастарлăхӗ гран çӗнсе илет
«Движения первых» юхăмăн пуçламăш пӗрлешӗвӗсем ТР Раисӗн грантсен конкурсне хутшăнса 30 миллион тенкӗ çӗнсе илнӗ.
Çакăн çинчен «Татар-информ» информаи агентствинче иртнӗ пресс-конференцире «Движение первых» юхăмăн Тутарстанри ертӳçи Тимур Сулейманов пӗлтерчӗ, конурсра çӗнтернисенчен хăшӗсемпе паллашма май пулчӗ.
«Тутарстан çӗршывра регионсен шайӗнче пуçламӑш уйрӑмсем валли грант конкурсне хута янӑ пӗрремӗш субъект пулса тӑчӗ. Заявкӑсем – ачасемпе аслисен пӗрлехи пуçарӑвӗсем – республикӑри 45 районтан килнӗ. Вӗсем пурте социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ӗçсемпе çыхăннă. Пӗтӗмӗшле 30 миллион тенке яхăн грант укçине 138 уйрӑм çӗнсе илнӗ», – каласа кӑтартрӗ Т.Сулейманов. Грантсене виçӗ категорипе палăртнă: 30 пуçламăш уйрăм 100 пиншер тенкӗ, 27 – 150 пишер тенкӗ, 28 – 200 пин тенкӗ тата 53 уйрăм 300 пиншер тенкӗ . Волонтерство, патриотизм, экологи сулăмӗсмпе хатӗрленӗ проектсем йышлă пулни курăнчӗ пресс-конференцирен. Хусан, Анат Кама, Çырчалли хулисем, Тукай тата Арск районӗсем хастар хутшăннă.
Тӗпрен илсен шкулсем, лицейсем йышлă пулнă, çавăн пекех ача сачӗсем, библиотекăсем, çамрăксен клубӗсем те айккинче юлман. Пӗтӗмпе конкурса хутшăнакан пуçламăш уйрăмсем 1700 ушкăн пулнă, вӗсенчен 1400-шӗ – шкулсем.
Конкурс пулассине иртнӗ çулла çеç пӗлтернӗ. Тимур Джавдатович каласа панă тăрăх, регионти «Движение первых» Раççей Федерацийӗн конкурсӗнчен 30 миллион тенкӗлӗх грант çӗнсе илнӗ хыççăн ТР Раисӗ çакăн пек суммăпа республика шайӗнчи грантсен конкурсне йӗркелеме йышăннă. «Çамрăксемпе ачасем» наци проекчӗгн витӗмӗпе ачасемпе çамрăксен пуçарулăхне тӗрев парассипе çыхăннă вăл.
Тури Услонри Н.Ш.Зиннуров ячӗллӗ гимназире вӗренекенсем конкурсра «Веретено удачи» проектпа çӗнтерсе 300 пин текӗлӗх грант выляса илнӗ. Çакăн çинчен журналитсене вӗренекенсенчен пӗриАлина Валеева каласа пачӗ. 15 хӗртен тăракан ушкăн шкулта ӗç урокӗсенче тӗрлӗ çулсенчи çынсене кирлӗ япаласаем çӗлеме шутланă иккен. Паян СВОна хутшăнакан ентешӗсем валли те куллен кирлӗ япаласем çӗлесшӗн.
ТР Раисӗ пуçарнă конкурс çинчен хӗрсене ӗç урокӗсене илсе пыракан Раиса Витальевна Кольцова вӗрентекен каласа панă, хавхаланса кайнă ачасем хутшăнма кăмăл тунă. Ушкăн пӗрремӗш хут çакăн пек конкурсра, тӳрех çӗнтерни вӗренекенсене савăнтарнă, хавхалантарнă. Грант укçипе оборудовни, пусма-тавар туянасшăн, эскизсем суйласа илесшӗн, çӗленӗ япаласене адресатсем патне леçесси çинчен те шутлаççӗ çӗвӗç ӗçӗпе интересленекен хӗрсем.
Ешӗлварти 6-мӗш номерлӗ шкулта вӗренеекн Елизавета Корюкина вара грант илессишӗн пуçаракан конкурссене пӗрре мар хутшăннă. Апла пулин те выляса илни тата тӳрех 300 пин тенкӗ, пӗрремӗш хут пулнă. «Бригантина поднимает паруса» проект çемье туризмӗпе çыхăннă. Ешӗлвар таврашӗнче ача-пăчан палаткăллă лагерӗнче пурнăçа кӗртесшӗн çак виçӗ куна пыракан интерактивлă проекта. Ку мероприятие июнӗн 15-17-мӗшӗсенче ирттерсшӗн. Программăра кăпăклă каç та, гига волейбол та, кулленхи зарядка тата уçă сывлăшра ирттерекен вăйăсем. Мероприяти аслисемпе кӗçӗннисене пӗр чӗлхе тупма пулăшасса шанаççӗ грант çӗнсе илнисем.
Арск районӗнчи «Движение первых» пуçламăш уйрăма ертсе пыракан Лия Ильинăна итлеме уйрăмах кăсă пулчӗ. Район чăннипех пысăк хастарлăх кăтартнă грантшăн тупăшса. Вунă проект конкурса тăратнă вăл, вӗсенчен нумайăшӗ грант çӗнсе илнӗ.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев