Ҫӗрлехи шӑнтнисем нормӑна кӗре пуҫларӗҫ
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗрлехи шӑнтнисем нормӑна кӗре пуҫларӗҫ

Тутарстана сивӗсем «тапӑнма» тытӑнни кулленхи температурӑсенче лайӑх палӑрать. Вӑтамран илсен кӑнтӑрла +2,+5 градус, каҫхине -1,-2.

Паян тата ак ҫумӑр та ҫӑва пуҫларӗ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑл йӗпе юрпа ылмашӑнӗ. Ҫил хӑвӑртлӑхӗ ҫекунта 15-18 метра ӳсни те ҫак ҫанталӑкра ҫула тухакансене кансӗрлӗх кӳме пултарать. 

ТР Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян республикӑра сывлӑш температури +2,+7 градус пулать. Хусанта та кунӗпе вӑйлӑ татӑклӑ ҫил пулать, ҫумӑр. Сывлӑш температури +4,+6 градус.

Водительсене асӑрхаттарас килет. Ҫӗрлехи температурӑсем эрнипех 0 патне ҫывӑх пулаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та машина кустӑрмисене хӗллехисемпе ылмаштсрсан та ытлашши пулмӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем сывлӑш температури +5 градуса ҫитсенех хӗллехи резина ҫине куҫма сӗнеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен ҫак температурӑра ҫуллахи покрышкӑсем хытаҫҫӗ, вӗсемпе чарӑнма хӗнтерех пулать, уйрӑмах йӗпе-сапара.


Нет комментариев