Шаляпина сума суса
Паян Хусан çеç мар, тӗнче, опера тӗнчи вырăссен чаплă басӗн Федор Шаляпинăн çуралнă кунне паллă тăвать. Паян хаклă чаплă ентешӗмӗр çуралнăранпа 153 çул çитрӗ
Хусанта çак кун «Приношение Шаляпину» программа ирттересси тахçанах йăлана кӗнӗ. Ăна пуçараканӗсем – ТР Наци музейӗпе унăн филиалӗ А.М.Горькийпе Ф.И.Шаляпин ячӗллӗ музей.
Кăçал Шаляпина халалланă мероприятисенче икӗ пысăк пулăма ытларах çутатаççӗ – Максим Горькийпе Федор Шаляпин юлташсем пулса тăнăранпа 125 çул çитнине тата 130 çул каялла Шаляпина Мускавра Савва Мамонтовăн харпăр вырăс оперине йышăннине.
Паянхи уяв мероприятийӗсем йăлана кӗнӗ тăрăх Бауман урамӗнчи Богоявлени чиркӗвӗнче пуçланнă. Ăна йӗркелесе ирттерекенӗ Тутарстан митрополийӗ. Çакăн хыççăн юрăçăн Бауман урамӗнчи палăкӗ умне чечексем хунă. Кăçал пӗрремӗш хут ирттерекен «Шаляпин и я» конкурс уяв саманчӗсене тепӗр эрнене тăсрӗ тесен йăнăшмăпăр. Чечек хуракансем палăк умӗнче ӳкерӗнче февралӗн 13-19-мӗшӗсенче сăнӳкерчӗке йӗркелӳçӗсем патне çитереççӗ, жюри чи ăнăçлă сăнӳкрчӗке суйласа илсе çӗнтерӳçе палăртать.
Çавăн пекех паян А.М.Горький, Ф.И.Шаляпин ячӗллӗ музейре Федор Ивановича халалласа йӗркеленӗ экспозиципе паллаштарчӗç куракансене. «От первого лица» автографсен куравне халиччен йӗркелеменччӗ. Унта Хусан коллекционерӗн Юрий Русаковăн фондӗнчен Федор Шаляпинăн çеç мар, ытти паллă çынсен автографӗсене те курма пулать. «Приношение Шаляпину» концерт программи хыççăн 2026 çулта Ф.И.Шаляпин ячӗллӗ стипендине тпултаруллă çамрăк юрăçа панă. Мероприятие регионсен хушшинчи Шаляпин центрӗн Хусанти уйрăмӗн председателӗн Ирина Вавиличеван лекциӗ вӗçлет.
Сăнӳкерчӗк gorkiy.tatmuseum.ru сайтран
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев