Салтӑнма чару ҫук
Çав самантрах экстрасенсран СМС килчӗ
Чăн-чăн юрату вăл – арçын автомобильте малти пассажир вырăнӗнче ларса пынă чух «Мимесӗр чăх! Ăçта вӗçтерен?!» теес вырăнне: «Чӗкеçӗм! Руль тытса пынă чух асăрхануллăрах пул, тархасшăн!» – тени.
* * *
Полицейски çырма хӗрринче салтăнакан хӗрарăма сăнать. Вăл шыва кӗме пуçласан хайхи йӗрке хуралçи сасартăк:
– Кунта шыва кӗме юрамасть, – тет.
– Вара мӗншӗн маларах каламарăр?
– Ну... Кунта хывăнма чару çук...
* * *
Экстрасенс патне кайма шутланăччӗ, анчах та вăл тӗрӗс каласси пирки иккӗлентӗм те каяс мар терӗм. Çав самантрах экстрасенсран СМС килчӗ: «Ахалех шанмастăн»
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев