Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сцена çинче те – пурнăç»

Чăваш драматургӗсен пӗрлехи кӗнеки пичетленсе тухрӗ

 

Чăваш драматургӗсен пӗрлехи кӗнеки пичетленсе тухрӗ

Эпир, чăвашсем, театр искусствине юратакан халăх. Куракансен кăмăлне кура театрсем те тӗрлӗрен. Пурте пӗлекен пысăк сценăсемсӗр пуçне халăх театрӗсем те йышлă. Вӗсен репертуарӗ куракансемшӗн илӗртӳллӗ пуласси драматургсенчен килет. Театра юратакансем çӗнӗрен çӗнӗ спектакльсем кӗтеççӗ çеç мар, ыйтаççӗ те. Драматурги жанрӗпе ӗçлекен çыравçăсене хавхалантарас шутпа 2022 çулта Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерстви чăвашла çырнă пьесăсен конкурсне ирттерчӗ, унта пысăкрах бал пухнисен пьесисене уйрăм кӗнекен пичетлесе кăларма йышăнчӗ.

Нумай пулмасть çав кӗнеке, «Сцена çинче те – пурнăç» ятлăскер, пичетленсе те тухрӗ. Кăларăм икӗ пайран тăрать: пӗрремӗш пайра – çитӗннисем валли çырнă пьесăсем, иккӗмӗшӗнче – ачасемпе çамрăксем валли хайланисем. Пӗтӗмпе сакăр авторăн вунă пьесине кӗртнӗ.

Произведенисен темисем тӗрлӗрен: халăхăн иртнӗ кун-çулӗпе («Шураç»), чăвашсен паллă çыннисемпе çыхăннисем те («Шуршăл каччи», «Çунатлă çамрăклăх», «Тани Юн»), паянхи пурнăçа сăнлаканнисем те («Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей»), ӗмӗрхи кивелми ыйтусене хускатаканнисем те («Чӗреçӗм тикӗссӗн тапать») пур… «Сысна çурипе лӗпӗш» пьесăна лартма шкул театрӗсем те вăй çитерессӗн туйăнать. Авторсенчен нумайăшне вулакансем, куракансем лайăх пӗлеççӗ, çав шутра Арсений Тарасов, Николай Сидоров, Марина Карягина, Владислав Николаев тата ыттисем те. Драматургипе хальтерех ӗçлеме пуçланисем те пур.

Пьесăсене, паллах, сцена çинче лартма çыраççӗ. Драматургсен ăсталăхӗ пысăк пулнăран кӗнекери пьесăсене илемлӗ литература произведенийӗ пек вулама та интереслӗ. Вӗсем хивре йӗркеленӗ сюжечӗсемпе кăсăклантараççӗ, çивӗч ыйтусене хускатса вулакана тарăн шухăша яраççӗ.

Галина АНТОНОВА, кӗнеке редакторӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература