Шӑматкун гаишниксем ӳсӗр водительсене тытма сунара тухаҫҫӗ
Полицейскисем водительсене ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ. Эрех ӗҫнӗ пулсан, пуль умне ан ларӑр
Рейд эрнекун каҫпах пуҫланать, февралӗн 19-мӗшӗнче. Профилактика мероприятийӗ ирхине 4-ччен хулари кашни районра иртет.
Патшалӑх ҫул-йӗр автоинспекцийӗ асӑрхаттарать: ӳсӗр водитель – ҫулпа ҫӳрекенсемшӗн пуриншӗн те хӑрушлӑх. Полицейскисем водительсене ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ. Эрех ӗҫнӗ пулсан, пуль умне ан ларӑр.
"Хисеплӗ граждансем! Ӳсӗрле руль умне ларассин проблеми ҫине сӳрӗк куҫпа ан пӑхӑр, хӑйсене ҫул ҫинче адекватлӑ мар тытакан, ыттисем валли хӑрушлӑх йӗркелекен водительсем ҫинчен вӑхӑтлӑ пӗлтерӗр", – тесе палӑртаҫҫӗ автоинспекторсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев