Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Театр кунӗ – Хусанта

Пӗтӗм Раççейри Пӗрремӗш «Театр искусствин каçӗ» ТР Патшалăх ӳнер искусствисен музейӗнче (ГМИИ РТ) иртет.

Мартăн 27-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ. Çак кун тӗлне тата Раççейри театр деятӗлӗсен союзӗ 150 çул тултарнă çӗре Пӗтӗм Раççейӗпе иртекен «Театр искусствин каçӗ» акци хатӗрленӗ. Çӗршыври 70 ытла регионта çӗрлехи тӳлевсӗр спектакльсем пăхма пулать, экскурсипе сцена хыçне кӗрсе курма юрать, мастер-классемпе тврчествăллă тӗлпулусене хутшăнма кăсăк.

Хусанта Раççейри пӗрремӗш «Театр искусствин каçӗн» программине ТР Патшалăх ӳнер искусствисен музейӗпе В.И.Качалов ячӗллӗ Хусан академи вырăс Пысăк драма театрӗ хатӗрленӗ. Тутарстанăн тӗп хулинчи акцие  В.И.Качалов ячӗллӗ театр пӗлтӗр 235 çул тултарнине те кӗртнӗ.

Театр кунӗнче ӳнер музейӗн, Хальхи вăхăтри искусствăсен галерейин ӗç кунӗ 13.00 – 21.00.

ТР Ӳнер искусствисен музейӗ ирттерекен мероприятисен программи:

14:00 – Экскурсипе музейӗн тӗп çуртӗнчи экспозиципе паллашма тата «Художник тата театр» квиза хутшăнма пулать. (К. Маркс урамӗ, 64-мӗш çурт).

17:30, 20:00 – «День театра Ильи Славутского» куравăн экскурсийӗ (Хальхи вăхăтри искусствăн галерейи, К. Маркс урамӗ, 57-мӗш çурт).

18:00 – «Эскизы театральных декораций художников Татарстана в коллекции ГМИИ РТ» лекци. Аслă наука сотрудникӗ, вырăс тата Тутарстан графикин фондне упраканӗ вулать. (К. Маркс урамӗ, 64 –мӗш çурт).

Сăнӳкерчӗк ГМИИ РТ пресс-службин.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Театр