Тӗрӗк халăхӗсен театрӗсен фестивальне чăвашсем те хутшăнаççӗ
Константин Иванов ячӗллӗ Чăваш академи драма театрӗ Хусана Иакинф Бичурин пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ çинчен Михаил Сунтал драматургăн произведенийӗ тăрăх лартнă спектакльпе килет
Хусанта Халăхсем хушшинчи «Науруз» театр фестивалӗ уçăлчӗ. Вăл Раççейрен, Турцирен, Казахстанран, Узбекистанран, Кăркăстанран пин ытла хутшăнакан пуçтарнă. Июнӗн 5-11-мӗшӗсенче Тутарстанăн шӗкӗр хулинчи театрсен сценисем çинче тӗрлӗ халăх чӗлхипе кăтартакан 29 спектакле курма май пулӗ.
Кашни фестивале мӗнле те пулин халăха е региона халаллаççӗ. 2023 çулта «Наурузра» Çурçӗр Кавказа чыслӗç. Хусанта хăнара дагестан, чечен, кабарда, осетин театрӗсем пулаççӗ.
Константин Иванов ячӗллӗ Чăваш академи драма театрӗ Хусана Иакинф Бичурин пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ çинчен Михаил Сунтал драматургăн произведенийӗ тăрăх лартнă спектакльпе килет. «Эп сӳннӗ чух эс çун» 2 пайлă драма Галиаскар Камал театрӗнче июнӗн 10-мӗшӗнче 18:00 сехетре пуçланӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев